Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Частьра кушак пулмасан йӗкехӳресене салтаксем тытаҫҫӗ

Теприсем цемент вăрласа килсе, раствор туса​ асфальта саплаççĕ.​ Кашни асфальт татăкне хàйĕн вырăнне хумалла

Салтакра, плацра, строевой заняти иртеччĕ. Сержан строя: Равняйсь, - тесе команда пачĕ. Унчен те пулмарĕ, эпир пуçcене пăрнă​ енчен, казарма тĕпĕнчен йӗкехӳре тухрĕ те, вразвалочку, дембель пек, хирěç вырнаçнă​ гауптвахта еннелле утса каçaть. Эпир, пӗтӗм взод, генерала кĕтсе илнĕ пек равнясь туса ăcатса яратпăр крысана. "Здравия желаю, товарищ генерал!" - тесе кăшкăрмалли кăна çитмест.​ Пирĕн сержант пуçне пăрчĕ те, йӗкехӳрене курчĕ. Курчĕ те: " Держи её! "- тесе команда пачĕ.​ Эпир чупса пырса хупăрласшăнчче йӗкехӳрене, анчах вӑл та​ ​эпир​ ун патне​ чупнине курчĕ.​ Йӗри-тавра шурлăхлă вырăнччӗ. Хапха патӗнчен, виле çырми пек çырма юхса иртет. Машинасене кĕме ан чăрмантартăр тесе, çaв​ çырмана юхма труба хунă та, труби çийĕнчен​ асфальт сарнă. Пирĕн крыса чăмрĕ çaв трубана.

Инçeх мар, икĕ шăвăç выртатчӗçĕ.​ Йӗкехӳре ан тартăр тесе ҫавсемпе трубан икĕ пуçне хупласа хутăмăр. Крыса трубара. Мĕн тумалла?

Пирěн ГАЗ-66 машина ларать. Çaвăнтан пĕр витре бензин илтĕмĕр те трубана ятăмăр. Сержант : "Поджигай!" - тесе команда пачĕ.​ Пĕр енчи шăвăçне илчĕç, шăрпăкпа бензина xыптарчĕç.​ Бензин кӗрӗслетсе сирпӗнчӗ. Асфальт чул пек вакланса тýпенелле çĕкленчĕ те пирĕн çине​ шăпăртатса ӳкет. Кумкисем лекеççĕ, caмаях ыратараççĕ.

Пурте шокра, хытса кайнă. Çунакан шыв юхса кайрĕ те хӳмене вут хыпрĕ. Унччен те пулмарĕ, çунакан йӗкехӳре трубаран сиксе тухрĕ те гауптвахта тĕпĕнчи шăтăка чăмрĕ.​ Гауптвахтине пĕренесенчен пураса тунă. Пӗтрӗ пуҫ! Ку та хыпса​ каять-и ӗнтӗ?

Пирĕн икĕ пожарный машина пурччĕ. Пожарниксен сержанчĕ чупса кайрĕ те, сирена хускатса "Боевая тревога" тесе команда парать. Икĕ машинана плаца кĕртсе лартрĕç. Пĕр машинипе хӳме сӳнтереççĕ, тепĕр машинин шлангĕcене йӗкехӳре шăтăкне чикрĕç​ ​ те, шăтăка шыв яраҫҫӗ. Хӳмине сӳнтерсе пĕтерчĕç кăна, гауптвахтăра сирена янтраса кайрĕ. Унта та​ ceржанчĕ: " Боевая тревога. Срочная эвакуация.Наводнение. Выводи задержанных" , - тесе кăшкăрса командасем пани илтĕнет. А унта, пĕлтерес тесен те, кĕрейместĕн, часовойсем персе пăрахма пултараççĕ.​ ​Темле пĕлтерчĕç-тӗр.
Кайран гауптвахтине кĕрсе пăхрăмăр та, чĕркуççи тарăнăш шыв тулнă.
Юрать вырсарни кунччĕ, офицерсем​ çук.
Взвода икке пайларĕç. Пěрисем гауптвпхтăран шыв кăлараççĕ.​ Теприсем цемент вăрласа килсе, раствор туса​ асфальта саплаççĕ.​ Кашни асфальт татăкне хàйĕн вырăнне хумалла. Полная реставрация. Аран аран вырнаçтарса пĕтертĕмĕр. Офицерсем пĕлмерĕç те. Ирхине вуннăра пуçланнă cтроевой заняти, пĕр йӗкехӳрене пула, каçхине вуннăччен, отбойччен тăcăлчĕ. Çaвăнтанпа крысасене уйрӑмах чăтаймастăп.

Евгений Илюхин каласа панинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев