Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхи хисепреччӗ

Эпӗ 1949–1952 çулсенче Аксу поселокӗнчи педагогика училищинче вӗрентӗм. Вырăс чӗлхипе литературисӗр пуçне пур предмет та чăвашлаччӗ. Шкулсенче вăл вăхăтра чăваш чӗлхи хисепреччӗ. Аксура вăтам шкулсенче те чăваш ачисем чăвашлах вӗренетчӗç.

1956 çулта наци шкулӗсенче те вырăсла кăна вӗрентме хушу килчӗ. Нумай шкулта чăваш чӗлхипе литература урокӗсем пӗтрӗç. Тӗслӗхрен, юнашар Нурлат районӗнчи чăваш ялӗсенчех çакăн пек улшăнусем пулса иртрӗç. Юрать-ха, Николай Александрович Атряскин çине тăнипе Аксу районӗнче чăваш чӗлхипе литературин предмечӗсем чылай шкулсенче сыхланса юлчӗç. Вăл вăхăтра Мереченти пуçламăш шкул хыççăн ачасем Кивӗ Мăкшел шкулӗнче хăйсен пӗлӗвне малалла ӳстеретчӗç. Кивӗ Мăкшелӗнчи вăтам шкул директорӗ Виталий Федорович Тарасов йышăнăвӗпе чăваш чӗлхипе литератури урокӗсене вӗрентме чарăнчӗç. Эпӗ унпа килӗшмерӗм, манăн ачасем те унта вӗренеççӗ-çке. Чăваш чӗлхипе литература урокӗсене пӗтернине хирӗç пулса Виталий Федоровичпа калаçрăм, манăн сăмахсем директоршăн аргумент пулмарӗç, ыйтнипе килӗшмерӗ. Çавна пула Хусана Çутӗç министерствине çырса ятăм. Çакăн хыççăн Кивӗ Мăкшел шкулӗнче пирӗн патран вӗренме пыракансем валли чăваш чӗлхипе литературин урокӗсене программăна кӗртрӗç. Пирӗн ачасем вӗренсе тухнă хыççăн унта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентме чарăнчӗç. 

Халь чăваш ачисем хăйсен ашшӗ-амăшӗн чӗлхине пӗлмеççӗ, вырăса тухаççӗ. Ку вăл темиçе ăру хыççăн пулчӗ. Çапла ачасем вырăсланасси темиçе ăру хыççăн пурнăçланчӗ. Малтан Хрущев, унтан Брежнев хушăвӗпе вырăс мар халăхсене вырăслатасси 30 çул ытла пычӗ.

Халь чăвашсен шучӗ мӗнле улшăнса пынине илсе пăхар-ха. 1897 çулхи çыравра çӗршывра 839,3 пин, 1926 çул – 1117,4 пин, 1939 – 1369,6 пин чăваш,  1959 çул –1469,8 пин, 1970 çул – 1690,0 пин, 1979 çул – 1750,0 пин, 1989 çул – 1840 пин, 2002 çул – 1640 пин, 2010 çул – 1440 пин чăваша шута илнӗ. Çапла чăвашсен шучӗ 1989 çулччен ӳссе пынă, малалла вара çыравран çырава чакса пынă. Ку вăл шкулсенче вырăсла кăна вӗрентме тытăннинчен те нумай килет.

Чăваш Республикинче те чăвашсен шучӗ çавăн пек улшăнса пынă: 1897 çул – 690,0 пин, 1926 çул – 849,3 пин,1939 çул – 1078,1 пин, 1959 çул – 1098,2 пин, 1970 çул – 1228,8 пин, 1979 çул – 1298,7 пин, 1989 çул – 1338,0 пин, 2002 çул – 1313,8 пин, 2010 çул – 1251,6 пин чăваш. Вӗрентӗве вырăс чӗлхи çине  куçарнă май Чăваш Республикинче те чăвашсен шучӗ чакма тытăннă. 

Чăвашсем ытларах пурăнакан вырăнсене илсен, Самар облаçӗнче йăхташăмăрсен шучӗ хăвăрт чакса пырать: 1989 çулта облаçра 117914 чăваш пурăннă пулсан, 2002 çулта – 101358 çын, 2010 çулта – 84105 чăваша шута илнӗ. 

Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенче, Ульяновск облаçӗнче чăвашла хаçатсем  тухса тăраççӗ, Самар облаçӗнче пӗр чăвашла хаçат та тухмасть. Эпӗ Самар облаçӗнче пурăннă вăхăтра «Самар ен» хаçат кăларма тытăнтăм.  Хам тăван яла, Аксу районӗнчи Меречене, куçса килнӗ хыççăн хаçат хупăннă. (Виктор СИМАКОВ,ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество