Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхипе çыхăннă ыйтусене ток-шоура сӳтсе явнă

Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Ă – 150» пӗтӗм чăваш акцийӗ иртрӗ, ăна шăпах çӗнӗ чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитнине халалланă.

Анлă кӗнеке куравӗпе паллаштарнисӗр пуçне библиотекăра ӗçлекенсем акцине хутшăнакансем валли «Çӗнӗ чăваш çырулăхӗ 150 çулта» ятлă экскурси-викторина, «Мул шыравӗ» квест хатӗрленӗ.

Ачасемпе аслисем хӗртсурт пуканине, телей кайăкне куйкăрăша ăсталанă, трафаретсемпе чăваш саспаллисене ӳкернӗ, тӗрлеме вӗреннӗ.     

Халăх инструменчӗсемпе выляса Николай Фомиряков тӗлӗнтерчӗ, вăл чăваш халăх фольклорӗпе историне лайăх пӗлет. Сăмах хаклавçисем текста васкамасăр вуланине М.Çеçпӗл ячӗллӗ тетарăн артисчӗпе Владимир Григорьевпа пӗрле хакларӗç.

Таврапӗлӳçӗ тата дизайнер Алексей Киров Чăваш Енре 1920-1930 çулсенче плакатсем çинче чăвашла çырас стиль – леттеринг çинчен каласа панă. Вăл вăхăтри рекламăна, логотипсене те кăтартнă вăл.

«Кӗмӗл ӗмӗр» галлерейăра Людмила Шуркина модельерăн «Тӗслӗ кăмăл-туйăм» куравӗ уçăлнă.  Фольклор кӗтесӗнче Шупашкарти ӳнер училищин наци костюмӗсене курма май пулнă, çавăн пекех «Суварята» ансамблӗн ташшисене те.

«DIVA ethno future sound» ушкăн халăхра анлă сарăлнă «Шыв юхать», «Ӑҫта каян, чӗкеҫ?», «Хурӑн ҫулҫи», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрăсене шăрантарнă.

Библиотека Чăваш наци телерадиокомпанийӗпе пӗрле çак кун «Чăваш ыйтăвӗ» дискуссилле шоу йӗркеленӗ. Залра ученăйсем, преподавательсем, вӗрентекенсем, воспитательсем, журналистсем, библиотекарьсем халăха хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă. Калаçăва ЧР культура министрӗ Светалан Каликова та хутшăннă. Вăл Чăваш Республикин Правительстви чăваш чӗлхине тӗрев парас тесе тунă ӗçсем çинчен каласа панă. Уйрăммăн илсен, Чăваш кӗнеке издательстви кăларакан кӗнекесен 70 проценчӗ чăвашла пичетленсе тухать. Культура учрежденийӗсен пултарулăх проекчӗсене пурнăçа кӗртме грантсем парăнаççӗ.

«Çынсем тăван чӗлхепе калаçма, вулама, спектакльсем, фильмсем курма пултарччӗр тесе эпир сирӗнпе пӗрле йăлтах тумалла. Пирӗн аслă несӗлсен ӗçне малалла тăсса чăваш чӗлхине упраса вӗренесси тата аталантарасси – хальхи ăрăвăн тӗллевӗ», – тенӗ культура министрӗ.

Калаçăва ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев та хутшăннă. Вăл шупашкарсемпе зум-конференци урлă çыхăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев