Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш дискотекисемпе тăхтаса тăма тивет

Транспорт çаплипех ӗçлет. Ăна та тăтăшах дезинфекцилесе тăраççӗ

Раççейре мӗн пур каçхи клубсене, кинотеатрсене, кану центрӗсене коронавирус хăрушлăхне пула хупаççӗ. Çакнашкал хушăва Раççей вице-премьерӗ Татьяна Голикова панă. Унсăр пуçне ресторансенче, барсенче, кафесенче кальянсем туртма чарнă. Унччен театрсемпе концерт залӗсене хупни çинчен пӗлтернӗччӗ.

Хусанти фитнес-клубсене хупман-ха. Вӗсем яланхи режимпах ӗçлеççӗ, çав шутра саунасемпе бассейнсем те.

Аса илтеретпӗр Тутарстанра вузсемпе училищӗсен студенчӗсем дистанциллӗ вӗрентӳ çине куçнă, шкулсем хальлӗхе çурхи каникулта. Вăл апрелӗн 1-мӗшӗччен тăсăлӗ. Тӗрӗссипе каласан, лару-тăруран килет, шкулсем те малашне дистанциллӗ вӗрентӳ çине куçма хатӗрленеççӗ. Ку карантин условийӗсем. Предприятисене кӗнӗ чухне хăш çӗрте ӳт температурине виçеççӗ, хăш çӗрте алăсене спиртлă хутăшсемпе çутараççӗ.

Транспорт çаплипех ӗçлет. Ăна та тăтăшах дезинфекцилесе тăраççӗ.

Паянхи куна Тутарстанра коронавируслă тата тепӗр çынна тупса палăртнă. Вăл та ют çӗршывран таврăннăскер. Республикăра пурăнакан хӗрарăм Аргентинăран таврăннă. Вăл Мускавран мартăн 18-мӗшӗнче SU 1278 рейспа вӗçсе килнӗ пулнă. Ăна республикăри Инфекци пульницине вырнаçтарнă. Вăл хăйне лайăх туять, температура çук. Унпа пӗр рейспа Хусана таврăннă мӗн пур пассажира медицина тишкерӗвӗ витӗр ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев