Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш Ен» космоса вӗçнӗ

Паян «Союз 2.1» ракета-носитель орбитăна «Прогресс МС-17» космос карапне хăпартать. Вăл Халăхсем хушшинчи космос станцине 2,5 тонна тиев илсе çитерет: шыв, кислород, топливо тата ытти кирлӗ япаласем.

«Союз 2» ракета çине Чăваш Республикин символикине вырнаçтарнă тата пӗрремӗш чăваш космонавчӗн Андриян Николаевăн сăнне ӳкернӗ. Çана тума Роскосмоспа Чăваш Ен хушшинче çирӗплетнӗ килӗшӳ хыççăн май пулнă.

Хальхи вăхăтра МКС-ра Роскосмос космонавчӗсем Олег Новицкий тата Петр Дубров, NASA астронавчӗ Марк Ванде Хай вахтăра, вӗсем унта 2021 çулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче çитнӗ. Çавăн пекех космос çемйинче Шейн Кимброупа Меган Макартур NASA астонавчӗсем, Европăри космос агентствин асторнавчӗ Тома Песке, Японири аэрокосмос тӗпчевӗсен агентствин астронавчӗ Акихимо Хошиде те вырăн тупнă. Вӗсем валли «Чăваш Ен» 420 литр шыв, 40 кг кислород тата 1509 кг тӗрлӗрен оборудовани илсе çитерет.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев