Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш историкӗсемпе общество деятелӗсем тутар журналисчӗсемпе тӗлпулчӗç

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанта «Миллиард татар» пӗрлешӳ йыхăрнипе чăвашсемпе тутарсем тӗлпулчӗç. Калаçу историри тата чӗлхери пӗрпеклӗхсемпе уйрăмлăхсем çинчен пулчӗ.

Шупашкартан çак тӗлпулăва истори наукисен кандидачӗ Сергей Щербаков, Чăваш çамрăкӗсен «Сăвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков килсе çитрӗç, Тутарстанри чăвашсенчен ТР ЧНКА Канашӗн çумӗ Константин Малышев тата «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçин çумӗ Наиль Селиванов  хутшăнчӗç.

«Миллард татар» проекта «Татар-информ» информаци агенстви пуçарнипе йркелесе янă. Перепись çывхарнă май, вăл пӗтӗм тӗнчери тутарсене шута илме тӗллев лартнă. Хăйсен халăхӗн историне тарăнрах тӗпченӗ май, вӗсем ирӗксӗрех чăвашсен аваллăхӗпе тӗлпулнă. Ыйтусем интереслӗчӗ. Анчах та Хусанти Энергоуниверситăн площадкинче йӗркеленӗ хăйне евӗрлӗ «çавра сӗтел» туслăх кăшăлӗнчен тухмарӗ.

«Пушкăрт ученăйӗсем пирӗнпе «Тутар халăхӗ вăл çук. Эсир мăсăльман тӗнне илнӗ чăвашсем» тесе ӗнентересшӗн тавлашаççӗ, эсир кун пирки мӗскер шутлатăр?» – тесе ыйтрӗ тӳрех хăнасенчен Рустем Шакиров.

«Чăваш халăхӗ çак çӗр çинче авалтанпа тӗпленсе пурăнакан халăх пулнине унăн пуян культури, тумӗ-тӗрри, фольклорӗ, кил-çурт хуçалăхӗ, менталитечӗ, пурнас йăли-йӗрки çирӗплетет. Куçса çӳрекен халăх пулнă пулсан, вăл культура пуянлăхӗ çак таранччен сыхланса юлаймастчӗ. Кунти тутарсемпе эпир тумпа раснарах, хăнана пăхассипе те, тен уйăлса тăратпăр-тăр, тӗнсем те пирӗн урăхла. Анчах та пурнăç çине пăхасипе эпир пӗрешкел, сăнпа та. Уйрăмах Хусан тутарӗсем чăваш сăнлăрах, – тесе хуравларӗ Олег Цыпленков. – Тӗнчешӗн эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе, пӗр-пӗрне хисеплесе пурăнма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗпе эпир ытти çӗршывсемшӗн тӗслӗх пулса тăма пултаратпăр. Пулатпăр та».

«Миллиард тутар» проектăн журналисчӗсем чăвашсем Пӗтӗм халăх çыравне мӗнлерех хатӗрленнипе те кăсăкланчӗç. Хальхи вăхăтра тутарсен те чăвашсенни пекех йывăрлăхсем. Глобализаци процесӗсене эпир пӗрле кăна хамăра кирлӗ юхăм çине куçарса яраятпăр.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев