Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш каччи платник ăсталăхне пысăк ăмăртура тивӗçлӗ шайра кăтартнă

Шкул ачин ăсталăхне вӗренӳ заведенийӗнче Вячеслав Ипеев педагог туптама пулăшать

Аксу районӗнчи Савгачево çывăхӗнчех вăрман ӳснӗрен-и, ку таврара ӗлӗкрен хитре çуртсем, кил-картасем тăваççӗ. Чăваш ялӗнче алă ăстисем нумай пулнине пӗлтерет çакă. Вырăнти вăтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Андрей Романов пӗтӗмраççейри  Junior Skills  ăмăртăва хутшăнса «Платник ӗçӗ» категорире иккӗмӗш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен районти «Ял пурнăçӗ» хаçат пӗлтерет.

Шкул ачин ăсталăхне вӗренӳ заведенийӗнче Вячеслав Ипеев педагог туптама пулăшать. Вăл технологи урокӗсене ертсе пырать. Асли кăтартнă тӗслӗхпе ачасен аллисем те хăма-йывăç  патне туртăнаççӗ. Андрей та платник ӗçне 5-мӗш класра технологи урокӗсенче кăмăлланă. Ăсталăхне ӳстере-ӳстере Андрей кăçал Тутарстан Республикин сборнăйӗн шутӗнче WorldSkills Russia чемпионата хутшăннă. Çавăнпа та унăн çуллахии каникулсене пит ытлашши шыва кӗрсе çӳреме вăхăт пулман, тренировка хыççăн тренировка. Вячеслав Ипеев палăртнă тăрăх, вăл хăйӗн вӗренекенӗсем пултарасса нихăçан та иккӗленмен.
Вячеслав Ипеев архивӗнчи тата «Ял пурнăçӗ» хаçат редакцийӗн сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев