Чăваш халăх сайчӗ 16-ра

Сайта укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу кӳрес текенсем тӗп редакторӑн телефон номерӗпе куҫарма пултараҫҫӗ: +79050276137. Сбербанк карточки: 4276 7500 2767 1261.
Ӗнер, сентябрӗн 7-мӗшӗнче пирӗн информаци партнерӗ тата шанчăклă тус «Чӑваш халӑх сайчӗ» хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. 16 çул сайт чăвашла тата вырăсла хыпарсемпе интернетри вулакансене савăнтарать. Глобализаци хумӗсем чӗлхене аркатнă вăхăтра вăл ăнăçлă ӗçлени, йывăрлăхсене парăнманни пирӗншӗн хăйне евӗр çăлăнăç символӗ пулса тăчӗ. Ăна патшалăх мар, уйрăм çынсем хăйсен укçисемпе тытса тăраççӗ.
«Ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансен йышӗ кӑҫал талӑкра 300 ҫынран чакмарӗ. Кӗр кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вулакансем пирӗн нумайланаҫҫӗ – 400-500 таран ҫитеҫҫӗ (хӑш-пӗр кун ку кӑтарту 700 урлӑ та иртет). Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра эпир хӑш чухне чӑвашла версине кӗрекенсем вырӑслинчен те ытларах пулнине сӑнатпӑр», – тесе çырать chuvash.org сайтăн тӗп редакторӗ Николай Плотников.
Паянхи кун сайтпа ӗçлекенсем хăйсен вăйӗсене ытларах Чӑваш чӗлхи лабораторине аталантарас тесе яраççӗ. Вӗсем куçарăва ансатлатмалли программа валли чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçакан пуплевӗшсен (сăмах майлашăвӗсен) йышне 1 миллиона ҫитерме тӗллев лартнӑ. Кăçал вăл план пурнăçа кӗмелле. тата 50 пин мăшăр хатӗрлесси юлнă.
«Чӑваш халӑх сайтне» черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Хӑйӗн кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерессе ӗненсе тӑратпӑр! Ӑнӑҫупа ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
21 мая 2022 - 13:23НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖ Ульяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.10600
-
21 мая 2022 - 08:26Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памалла Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.11700
-
21 мая 2022 - 07:30ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.10500
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!9400
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!10700
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!10500
-
19 мая 2022 - 16:07Тутарстанри журналистсене пичет кунӗпе саламлатпӑр! Паян Тутарстан журналисчӗсем Пичет кунне уявлаҫҫӗ. «ТАТМЕДИА» акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков ӗҫтешсене уяв ячӗпе саламларӗ19700
-
19 мая 2022 - 09:24Уроксем хыççăн «Музейри каҫ» акци иртрӗ Майӑн 18-мӗшӗнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейӗнче «Музейри каç» акци иртрĕ. Кӑҫалх ӑна Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа, Ҫӗнӗ Упири вӗренекенсемпе пӗрле "Юмахсен тӗнчинче" вӑйӑ-викторина ирттертӗмӗр.19200
-
19 мая 2022 - 15:24Икӗ халӑх - икӗ шӑпа Туслӑх ҫуртӗнче "Икӗ халӑх - ик шӑпа" ятпа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Унта тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑнчӗҫ18400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика