Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш культурипе, литературипе тата историйĕпе кăсăкланакансемшĕн Станьял кĕнеки уйрăмах паха пулĕ

Ҫак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Виталий Станьялăн (Никитин) «Чăваш мар пулсан кам? Кто, если не чуваши?» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унăн редакторĕ – Владимир Степанов, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 500 экземпляр

Кĕнекене чăвашсен паллă педагогĕн, журналисчĕн, йăла-йĕрке ăстин, таврапĕлÿçĕн тата халăх ĕçĕн хăюллă хастарĕн Виталий Петрович Станьялăн хăтавĕсем (статйисем), хаклавĕсем тата тĕрленчĕкĕсем кĕнĕ. Вĕсенче чăваш халахĕн наци ыйтăвĕсене хускатнă. Тăван халăхăн йăлана кĕнĕ тĕнĕ-ĕненĕвне, философине, наци шкулне, литературине, этнос историйĕпе культурине халалланă статьясемпе интервьюсенче чăвашсем ытти халăхсемпе тан пуласса, çине тăрса кĕрешсен телей тупасса шанса пурăннине кăтартнă.

«С верностью родине, с верой в народ» умсăмахра Эрбина Никитина палăртнă тăрăх, кăларăма авторăн юлашки пилĕк çул хушшинче чăвашла тата вырăсла çырнă интернет-публицистики кĕнĕ. 2015–2020 çулсем Виталий Станьялшăн хăйне евĕрлĕ килсе тухнă. Ăслăлăх ĕçĕпе тимлеме, республикăри пичет массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленме май килменни ăна Атăлçи тăрăхĕнчи интернет-сайтсенче хăйĕн шухăшне пĕлтерме хистенĕ. Çĕршыври чĕлхе реформисемшĕн пăшăрханнипе чирлесе кайсан та публицистика ĕç-хĕлне пăрахăçламан вăл.

Статья, хаклав, тĕрленчĕк пуххи вунă пайран тăрать: «Тĕнче тĕкĕрĕнче. Сквозь линзу времени», «Пĕрлехи шухăшсем. В общем строю», «Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ-и? Сохранится ли наш язык?», «Çамрăксен çулĕ пирки. С думой о молодых», «Илемлĕ хайлавсен чăнлăхĕ. Правда художественной жизни» тата ытти те. В.П. Станьялăн чылай материалĕ Чăваш халăх сайтĕнче пичетленнĕ, «Время Чувашии» сайт архивĕнче упранса юлнă. Вăл «Idel.Реалии» сайт редакцине интервью панă.

 Чăваш культурипе, литературипе тата историйĕпе кăсăкланакансемшĕн кĕнеке уйрăмах паха пулĕ

Чӑваш кӗнеке издательствин пресс-служби

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев