Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИНЧИ ФАНТАСТИКĂЛЛА ХАЙЛАВСЕМ

Раççей халăхӗсен чӗлхисемпе иртнӗ шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗн 2021 çулхи çӗнтерӳçин ӗçӗ Чăваш халăхӗн чăвашла çырнă фантастикăлла хайлавсем пур-и? Мӗн вăл фантастика? Чăваш фантастики ытти халăхсен хайлавӗсенчен мӗнпе уйрăлса тăрать? Çак актуаллă ыйтусене хуравлас тӗллевпе эп чи малтанах чăваш фантастики çинчен çырнă литературăпа тата чăвашла фантастикăлла произведенисемпе паллашма шут тытрăм. Мана пуринчен ытла фантастикăлла хайлавсем пирӗн литературăра та çителӗклех пулни тӗлӗнтерсе ячӗ. Çав хушăрах Инстаграмра хамăн туссене чăвашла вуланă фантастикăлла произведени ятне çырма ыйтрăм. Манăн 320 тус. Шкулта вӗренекеннисем те, нумаях пулмасть шкултан тухса кайнисем те, аслă çултисем те пур. Хуравлакансенчен фантастикăлла произведенисем тесе шутлакан хайлав ячӗсене çырса яракансем сахалăн пулчӗç. Константин Иванов çырнă «Тимӗр тылă» сăвăлла юмаха чылайăшӗ асăннă. Нелли Петровскаян «Хура ангелне» çыравçă хамăр ялта çуралнипе пӗлеççӗ пулӗ тетӗп. Шкулта  Г.Красновпа И.Вутлан произведенийӗсене 8-мӗш класра «Тӗлӗнтермӗш тӗнче ытамӗ…» пайра вӗренетпӗр. Вӗсене темшӗн асăнмасăр хăварнă. Пӗр вӗренекен Владимир Степановăн «Юлашки вӗçев» хайлавне çырнă. Апла пулсан чăваш фантастики чăвашсене кирлех-ши? Чăваш литературин критикӗ Валентин Абрамов çырнă пек, «чăваш фантастики тӗнче фантастики хыççăн кăна лӗпсӗртетсе пымасть-ши?»

Фантастика çырма пурте пултараймаççӗ

Фантастика çын пултарулăхӗнчен нумай килет. Ӗмӗтленме, шухăшласа кăларма, пурнăçра пулман япалана е сăнара тупма пӗлекен çыннăн фантазийӗ питӗ вăйлă. «Фантази» – грек сăмахӗ, ăсри сăнарлăх тенине пӗлтерет, ăна кашниех пултараймасть. Ун пек çын тӗрлӗ гипотезăсем шутласа кăларма пултарать, кайран вара вăл пурнăçра пулса пырать. Ак Жюль Верн çырнисенчен нумайăшӗ пурнăçланса пынă. Уйăх çине вӗçсе кайни, çӗр йӗри-тавра 80 сехетре вӗçсе çаврăнма пултарни (чăннипе халь 72 сехет хушшинче), акваланг, самолетсемпе вертолетсем тата ытти çинчен те хăйӗн произведенийӗсенче çырса кăтартнă. Фантастика – илемлӗ литература жанрӗ. Фантастикăра искусствăпа наука пӗрлешсе каяççӗ, унта наукăра ăнлантарса парайман япаласене е пулăмсене сăнарлăх мелӗпе уçса пама тăрăшаççӗ.  Кунта тӗлӗнтермӗш япала, пурнăçра çук тӗнче, тӗрлӗ гипотезăсем, çӗр çинче çук сăнарсем, мистикăлла ырă тата усал вăйсем, планетăсем пулма пултараççӗ.
Фантази мелӗпе Константин Иванов асра юлмалла çырнă. «Тимӗр тылă» юмах ачасене кăсăклантарать. Чăнах та, тимӗр тылă куç умне питӗ хăрушшăн тухса тăрать. Чăваш çыннине ăнлантарса парайман япаласем, тӗн-тӗшмӗш хăратать. Михаил Федоровăн «Арçури» поэминче те арçури сăнарӗ тӗттӗм чăваш çыннин куçӗ умне тӗрлӗ сăнар пулса тухать, шиклентерет. Николай Ашмаринăн «Качи çăви» калавӗнче те ăнлантарса пама йывăр пулăмсем пулса иртеççӗ. Чăвашсен маги вăйлă сарăлнă, чăваш Турри кăна 200 ытла пулнă. Валентин Абрамов наукăлла фантастикăн аталану çул-йӗрне çапла палăртать: «авалхи этемӗн мифологилле фантазийӗ (тӗнче, чӗрчун пулса кайни çинчен ӗненни) – тӗн фантазийӗ – халăх юмахӗ – идеализм философийӗ – литературăри тата искусствăри фантази –  утопи (телейлӗ çӗршыв çинчен ӗмӗтленни) – наукăлла фантастика («Шухăшласа кăлартăм – тӗлӗнтӗм е Чăвашсен фантастикăлла повеçӗ» статьяран).

Пуçараканни – Георгий Ефремов

Фантастика жанрӗн аталанăвӗ ХХ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсемпе çыхăннă. Çыравçăсем çӗнӗ жанрпа хайлавсем çырнă чухне тăван фольклор пуянлăхӗпе усă кураççӗ тата вырăс, тӗнче литературин паха тӗслӗхӗсенчен вӗренсе пыраççӗ. Фантастикăлла литературăра пурнăç чăнлăхне сăнланипе пӗрлех пулмасла ӗçсем çинчен ӗмӗтленнине, ăслăлăхри ăнлантарма çук вăрттăнлăхсене сӳтсе явни, этемлӗхӗн пуласлăхне ӳкерсе кăтартни тӗпре. Фантастикăлла хайлавра пуласлăха, иртнине е аваллăха сăнлани пулма пултарать. Литература тӗсӗн хăйне тивӗçлӗ жанрӗсем пур. Ăслăлăх фантастики çыравçăн пӗлӳ шайне кура ăслăлăхпа техника аталанăвӗн, цивилизаци çитӗнӗвӗсен кăткăс задачисем, асамлă тӗнче çинчен хăй шухăшне калама ыйтать. Ку жанра В.Абрамов тӗпчевçӗ тематика тӗлӗшӗнчен çак ушкăнсем çине пайлама сӗнет: 1. Çӗр çинчи наукăпа техника вăйлă аталаннине кăтартакан хайлавсем: Г.Красновăн «Асамлă çăл куçӗнче» хайлавӗ. 2. Ют планетăсемпе унти пурнăç, космос тематики: Тихăн Петӗрккин «Çил-тăвăлӗ», Н.Максимовăн «Пӗррехинче, 24-мӗш ӗмӗрте…» 3. Приключениллӗ фантастика: Г.Красновăн «Тинӗсре тупнă çӗрӗ». 4. Историллӗ фантастика: Тихăн Петӗрккин «Атланчӗ». 5. Социаллă-политикăлла фантастика. Г.Ефремовăн «Тимӗр тыткăнран».
Фантастика жанрне пуçарса яраканӗ Георгий Ефремов пулнă. Ăна ытларах ăслăлăхри, техника аталанăвӗнчи çитӗнӳсем çинчен çырса парасси кăсăклантарать. 1968 çулта Г. Ефремов «Тимӗр тыткăнран» повесть çырнă. Унăн тытăмне 1985 çулта улăп халапӗсен сюжечӗпе пуянлатса çӗнӗрен пичетлесе кăларать. Повеçӗн идейăпа тематикине тарăнлатать автор, композицине пуянлатать, мифологилле сăнара кӗртет. Икӗ çамрăк тӗпчевçӗ авалхи улăп халапне астуса тăрса улăп тăпри патне килсе Чемен паттăра чӗнеççӗ. Кӗçех вӗсенчен пӗри тӗлӗкре формулăсем курма тытăнать. Тӗнче шайӗнчи конференцие хутшăнакан тӗпчевçе вăрласа каяççӗ. Ют çӗршыв ученăйӗсене те çак асамлă формула кăсăклантарать  иккен. Пултаруллă çамрăк хăйне хупса хунă тимӗр тыткăнран тарма пултарать. Вăхăт ыйтнине кура, геройсем совет ученăйӗсем пулнине кура таса чунлă, çирӗп кăмăллă пулнине палăртасси те пур повеçре. Хайлава Чемен сăнарне кӗртсе автор унăн нацилле хăйнеевӗрлӗхне вăйлатать, вăхăт талккăшне анлăлатать. Повеçре техника хатӗрӗсене, роботсене, асамлă çутçанталăка сăнласси пур. Геройсем наука чӗлхипе калаçаççӗ, тем пек йывăр пулин те вӗсем чун тасалăхне упраса хăварма пултараççӗ. Çыравçăн унсăр пуçне «Çӗр тӗнӗлӗ», «Акилемăн уçă çилӗ» наукăпа фантастикăлла повеçӗсем пур. Вӗсенче социаллă-политикăлла ыйтусене, экологи проблемисене хускатасси тӗпре. Пӗтӗмӗшле илсен, Г.Ефремовăн хайлавӗсем çамрăксене наука еннелле туртăнма пулăшаççӗ, ырă открытисен пархатарлăхӗпе илӗртеççӗ.

Мистикăлла хайлавсем те пур
 
Чăваш литературинче çивӗч сюжетлă, событисемпе пуян, романтикăлла тата героикăлла сăнарсемлӗ, авантюрăлăхпа уйрăлса тăракан фантастикăлла повеçсем Г.Ефремов, Г.Краснов, Тихăн Петӗркки, Н.Максимов, В.Енӗш, М.Сунтал, И.Другин çыраççӗ. Г.Краснов «Асамлă çăлкуç» (1966) повеçӗнче Шупашкар хулин пуласлăхне ӳкерет, «Инçет сасăсем» (1967) хайлавра вара космос теми тӗпре. Çыравçă чылай хайлавӗнче ăслăлăхпа пӗлӳ информацийӗпе усă курать. Автор сюжетра вăхăт тăрăх çул çӳренине сăнлама юратни сисӗнет. Г.Краснов пултарулăхӗнче космос теми аталанасси ХХ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче тӗнче уçлăхне чăваш çынни çӗкленме пултарнипе те çыхăннă. Çак темăна вăл «Тӗкӗр витӗр», «Шыв çухалнă каç», «Кăвак пайăрка», «Урапа çинчен ӳксен» хайлавӗсенче хускатать. Н.Максимовăн «Вӗçсӗр анлăхри пӗчӗк пăнчă», «Пӗррехинче, 24-мӗш ӗмӗрте» повеçӗсенче ют планетăсем çине çул çӳреве кайса килнине сăнласа кăтартать. Геройсем çӗнӗ цивилизацисем шыраççӗ, вӗсенче сиксе тухнă конфликтсене татса параççӗ. Автор çынсен пурнăçӗнчи ăслăлăх, обществăри роботсен пӗлтерӗшӗ çинчен шухăшлать.
Чăваш фантастикинче аваллăха, ытти çӗршывсене кайса килнине сăнласси те аталаннă. Тихăн Петӗркки «Атлант» повеçӗнче сӗм аваллăхри пурнăçа кăтартать. Çутçанталăкри катастрофăна пула шыв айне пулнă Атлантида утравӗ çинчен çӗнӗ, хăйне евӗр гипотеза шутласа кăларать. Хайлаври геройсем ют планетăри çынсемпе кӗрешеççӗ. Вӗсен ячӗсем чăваш ячӗсене аса илтереççӗ.
90-мӗш çулсенче литературăна килнӗ В.Степанов, Н.Петровская авторсем хăйсен хайлавӗсенче мистика паллисемпе ытларах усă кураççӗ. Владимир Степанов – чăвашсен этнофэнтези жанрне аталантарса яраканӗ. Автор шухăшӗпе, çынсен хушшинче пулса иртекен ӗç-пуç пурте пӗр-пӗринпе тачă çыхăннă: иртни те, хальхи те, пуласси те. Пирӗн тӗнче те нумай енлӗ, вăл параллельлӗ тӗнчесенчен тăрать иккен, унта çӗр-анне кăна мар, çӗр-кукамай та пур. Çак параллельлӗ тӗнчесенчи пулăмсем те пӗр-пӗринчен килеççӗ имӗш. Калăпăр, ку çӗр çинче вилнӗ çын чунӗ тепӗр параллельлӗ тӗнчене куçса унта пурăнма пуçлать-мӗн, çавăнпа та автор вилӗм çине те шиклӗ туйăмпа пăхмасть. Автор ырăпа усала хире-хирӗç тăратса ку тӗнчере нимӗн те ахаль пӗтменни, йăлтах кӗвӗленсе-çавăрăнса пырса тепӗр çаврара каллех çӗнӗрен пуçланни пирки шухăшлать.
Нелли Петровскаян мистикăлла хайлавӗсем чăваш литературине пуянлатаççӗ. Чăваш халăхӗн тӗрлӗ енӗ палăрать вӗсенче – тӗнчене чăваш куçӗпе курни, чăвашсен ăнкарулăхӗ, тыткаларăшӗпе калаçăвӗ, шалти кăмăл-туйăмӗ. Çыравçă çырнă кашни пулăм, калăпланă кашни сăнар, чăваш ялӗн ӗçӗ-хӗлӗ Альших ялӗпе çыхăннă. Апла пулин те вăл пур вулаканшăн та кăмăла каякан çыравçă шутланать. Вăл çырнă «Хура ангел», «Ылхан», «Тухатмăш» тата ытти хайлавсем чăваш литературинче паллă вырăн йышăнаççӗ. Анчах та наукăлла фантастикăра кăна эпир мӗн те пулин çӗннине уçатпăр, мистикăлла хайлавсенче вара ялан усал вăй çиеле тухать. Автор пире ун пек киревсӗрлӗхсене кӗрсе ӳкесрен систерет.

Кирлӗ-и чăваша фантастика?

Фантастикăлла литература чăвашсене кирлех-ши? Çак шухăша тӗплӗнрех ăнланма Владимир Степанов çыравçă шухăшӗсене илсе парас килет. «Чăваш хайлавӗсене аслă ӳсӗмри çынсем ытларах вулаççӗ. Вӗсене вара çак жанрсем питех илӗртмеççӗ. Çакна кура фэнтези, фантастика хайлавӗсем чăвашла вулаканшăн «тăван» мар пек килсе тухаççӗ. Паллах, ӗç-пуç чăннипе урăхларах: çак жанрсем кашни ӳсӗмри вулаканах кирлӗ. Малалла мӗнле утăм тумаллине кашни çыннăн яланах татса памалла. Тӗрлӗ лару-тăрура тӗрӗс шухăш йышăнма, темиçе сукмакран кирлӗ çул-йӗре суйласа илме шăпах илемлӗ литература лайăх вӗрентет. Унăн социаллăхӗ питӗ пысăк та анлă. Фантастика, фэнтези хайлавӗсен тытăмӗ вара традициллӗ литературăпа танлаштарсан тата кăткăсрах. Çавна кура çак жанрсенче ансат чӗлхепе усă курма май та çук. Фантастика, фэнтези жанрӗсем пурри тăван литература кăна мар, чăваш халăхӗ те хальхи пурнăçран юлманнине палăртать. Чăвашла çырнă фантастика, фэнтези хайлавӗсем шайӗпе ытти литературăри тӗслӗхсенчен аяларах пулсан вӗсене вулама кăсăклах мар. Вулаканăн вара чăвашла кăткăсрах шухăшлама вӗренмелле. Фантастикăра, фэнтезире философи питӗ вăйлă – юмахсенчи пекех. Юмах-халапра яланах тарăн шухăш, ахальтен çуралман çак сăмахлăх. Вырăсларан та куçармалла, акăлчанларан йышăнмалла, хамăрăн авалхи сăмахсемпе те усă курмалла», – тет вăл.
Питӗ тӗрӗс сăмахсем. Чăваш çыравçисем пирӗн культурăна пуянлатма тивӗç. Эпӗ «Чăваш халăх сайтӗнче» пичетленнӗ фантастикăлла хайлавсемпе паллашрăм. Ман шутпа, çакнашкал хайлавсем шухăшлава, ăс-тăна уйрăмах аталантараççӗ. Этеме ӗмӗт яланах малалла талпăнма хистет, чăваш чунне ăнланса çырнă произведенисем чăвашсене интереслентерсе яраççех. Çакă ăна ытти халăх литературинчи наукăлла фантастикăран уйăрса тăрать. Наукăлла фантастика пурнăçа тарăнрах ăнланма, усал вăйсенчен пăрăнма пулăшӗ.

Эвелина ПАНЕВА,
9-мӗш класс вӗренекенӗ.
Пăва районӗ,
Альшихри вăтам шкул.
(Вӗрентекенӗ – С.А.Мукасева).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев