Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисене чысланă

Апрель вӗçӗнче Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисене чысларӗç. Конкурсра 2020 – 2021 çулсенче вырăсла тата чăвашла тухнă кӗнекесем хутшăннă. Чăваш наци библиотекин директорӗн тӗп ӗçӗпе тăрăшакан çумӗ Т.М.Баймушкина уява уçнă май çак конкурс урлă библиотека вăтăр çул хушши чи лайăх вуланакан кӗнекесене суйласа илнине палăртрӗ. «Конкурса тӗрлӗ майпа ирттеретпӗр, чи пахи – вулакансем чи вуланакан кăларăмсене суйласа илни. Юлашки çулсенче библиотека фончӗсем пуянланса, çӗнелсе пыраççӗ, Чăваш Республикин Правительствин пулăшăвӗ пысăк», – терӗ вăл.

Чăваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ çыравçăсемпе библиотека  ӗçченӗсене саламланă май вулакансем хальхи вăхăтра пысăк калăпăшлă хайлавсене уйрăмах кӗтни, кӗнекесене пысăк пахалăхлă кăларни çинчен каларӗ.

Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен прозаик çак конкурс вулакансене те, çыравçăсене те питӗ кирлине пӗлтерчӗ. «Кун пек уяв çыравçăсене вулаканпа тӗл пулма хавхалантарать, пире аталанма май парать», – терӗ Ольга Геннадьевна.

«Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисене тӗрлӗ номинацире палăртрӗç:

«Поэзи жанрӗпе çырнă чи нумай вуланакан кӗнеке» – Юрий Сементерӗн «Çӗнтерӳ ячӗпе» сăвăсен пуххийӗ;

«Проза жанрӗпе çырнă чи нумай вуланакан кӗнеке» – Анатолий Хмытăн «Тӗлленмен тӗлӗк» хайлав пуххи;

«Проза жанрӗпе вырăсла çырнă чи нумай вуланакан кӗнеке» – Виталий Захаровăн «Меженица» кӗнеки, ăна Зоя Романова паллă куçаруçă пухса хатӗрленӗ.

Кӗçӗн класри ачасем валли çырнă «Чи нумай вуланакан ача-пăча кӗнеки» номинацире Марина Карягинан «Чӗвӗлти чӗкеç», аслă класри ачасем валли çырнă «Чи нумай вуланакан ача-пăча кӗнеки» номинацире Ольга Австрийскаян «Пӗчӗкçӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной…» сăвăсен пуххисем мала тухрӗç.

«Ачасем валли вырăсла çырнă чи нумай вуланакан кӗнеке» – Людмила Симонован «Кукша с Кукшумки. Кăкшăм кайăкӗ» юмахӗ;

«Ӳнерçӗ хаклавӗ» номинацире Федор Козловăн «История для маленькой девочки» кăларăмӗн ӳнерçи Татьяна Бурдина мала тухрӗ.

«Тӗпчевçӗ хаклавӗ» номинацире «Станислав Сатур сăввисем. Стихи Станислава Садура» кӗнеке çӗнтерчӗ.

«Кӗнекепе туслашмалли чи лайăх онлайн проект» номинацире Шупашкар районӗн тӗп библиотеки Ольга Австрийскаян кӗнеки тăрăх йӗркеленӗ «Салам, пӗчӗкçӗ шевле» онлайн ăмăртăвӗ тата Муркаш районӗнчи Йӳçкасси ялӗнчи вулавăш Юрий Сементерӗн «Параппанлă Митраппан» кăларăмӗпе хатӗрленӗ интерактивлă онлайн презентацийӗ мала тухрӗ.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 100 самых читаемых книг