Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Раççейре пурăнакан чăваш халăхне чĕнсе калани

Чăвашлăх – пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса, аталантарса пырасси – пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаҫланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!
Xaклă ентешсем!
2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен Раççейре Халăх Çыравĕ иртмелле.
Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем. Вĕсен хушшинче хăш чĕлхе тăваннине палăртмалли ыйту та пур.
2010 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнче чăвашсем шучĕпе пиллĕкмĕш вырăнта, пурĕ 1400000 çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 814 пин çын Чăваш Республикинче, ыттисем республика тулашĕнче пурăнаççĕ. Ку вăл 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕнчен 14% сахалрах.
Хисеплĕ ентешсем, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем! Хальхи Çыравра хăвăра ЧĂВАШ тесе палăртма ан манăр, ан вăтанăр. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштармĕ. И.Я.Яковлев халалне асра тытса пурǎнар. Чǎваш халǎхĕн чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пултăр. Тăвансене, йăх-пĕлĕшсене, чăвашла пĕлмен, анчах та чунра чăваш юнĕ чупакан паллакансене те çакăн çинчен каласа ăнлантарăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
24 мая 2022 - 19:50Тутарстана упăте оспи çитме пултарас теветкеллӗх питӗ пӗчӗк Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина ăнлантарнă тăрăх, çӗнӗ чир пирӗн республикăна кӗрес хăрушлăх çукпа пӗрех900
-
24 мая 2022 - 19:24ТР Ӗç министерствинче пуласлăхра мӗнле специалистсем питӗ кирлӗ пулни çинчен пӗлтернӗ Çичӗ çултан Тутарстанра пуринчен те ытларах рабочи специальноçӗсен представителӗсем кирлӗ пулаççӗ1200
-
24 мая 2022 - 16:31Кăçал Тутарстанри сывлăх сыхлав системине çӗнетме 2,4 млрд тенкӗ уйăрӗç 2022 çулта Тутарстан Республикинче сывлăх сыхлав системин пӗрремӗшле сыпăкне модернизацилесси малалла тăсăлать. Çак тӗллевсем валли 2,4 миллиард тенкӗ уйăрнă тесе пӗлтерет ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков.4300
-
24 мая 2022 - 16:13Фарид Мухаметшин 45-е çитиччен тутарла калаçманни çинчен пӗлтернӗ Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ тăван чӗлхине парламент ертӳçине ларсан кăна вӗренме тытăннă. Çакăн çинчен вăл «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнекен презентацийӗнче каласа панă.3800
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!18100
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!19500
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!19400
-
23 мая 2022 - 09:50Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗрти "Сáрнайпа" "Палнай" фольклор ушкӑнӗсем Тӑхӑрьяла хӑнана килнӗ Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприяти планра тӑрать36901
-
22 мая 2022 - 10:40КӖНЕКЕ ВУЛАРĂМĂР Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр.29100
-
21 мая 2022 - 13:23НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖ Ульяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.25500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика