Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн Аслă Пухăвӗ çывхарать

Вăл октябрӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта иртетех пулмалла. Куар-кодсемпе ПЦР-тест панă документсем пулмалла делегатсен, ытти енӗпе хальлӗхе чару çук.  

Чару тенӗрен, унăн делегачӗсен шутне йӗркелӳ комитечӗ малтанах чакарса хунă. Калăпăр, 116 пин чăвашлă Тутарстанран XI съезда 4 делегат çеç килмелле. Шутласа хунă тăрăх, пурӗ регионсенчен 64 делегат пухăнать. Çав вăхăтра ЧНК-н Чăваш Республикин районӗсенчен 5-шер делегат килмелле – 114 çын, ЧНК-н Шупашкар районӗсенчи уйрăмӗсем – 60 çын. Ваттисен канашӗ, çамрăксен пӗрлӗхӗ те делегатсем ярать. Çапла майпа 301 делегатран 227-шӗ Чăваш Республикинчен пулать. Тулашри регионсенчен никам хутшăнмасан та пухури кворум валли Конгресăн сасă çителӗклӗ. Вăл кирек мӗнле йышăну та тума пултарать.  

Регионсем хушшинчи чăвашсен ощество организацине пирӗн халăхăн çурри ытла ЧР тулашӗнче пурăннине аса илтерни те тен, ытлашши пулмӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев