Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Наци Конгресӗн Аслă Пухăвне Тутарстанран 4 делегат кăна хутшăнмалла тунă

Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн XI Аслă Пухăвне ирттересси пирки хатӗрленӳ ӗçӗ илсе пырăнать. Ку тӗлӗшӗпе ЧНК Президиумӗн ларăвӗсем тăтăшах иртеççӗ. Анчах Роспотребнадзор съезда ирттерессине урăх вăхăта куçарттарма пултарать

Организаци ертӳçин Николай Угаслов Пухăва килекен делегатсене кирлĕ шайра кĕтсе илмеллине, вырнаçтармаллине, вĕсем валли Шупашкар хулипе паллашма, канма май туса памаллине каланă. Ун сăмахӗсемпе «Регионсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен килекен делегатсем мĕнлерех ыйтусем тăратма пултарассине пĕлсех тăмалла. Форума хуравĕсене пама пултаракан министрсене чĕнмелле, унта çивĕч те кирлĕ ыйтусене татса памалла, вăл пуриншĕн те усăллă пулмалла».

Аслă Пухăва хутшăнмалли квотăсене те палăртнă. Çапла 5 пин чăвашран сахалтарах регионсенчен – пӗрер делегат,  чăвашсен шутне 25 пин çынна çитернӗ регионсенчен – икшер делегат, 100 пин чăваша яхăн пурăнакан регионсенчен – виçшер делегат, 100 пин чăвашран ытларах пурăнакан регионсенчен – тватшар делегат. Çав вăхăтра Чăваш Республикин кашни районӗнчен пилӗкшер делегат килмелле. Ыйтса пӗлтӗмӗр, Тутарстан делегацийӗ 4 çынран пулмалла терӗç. Кун пек сахал йышпа эпир Чăваш наци конгресӗн пӗр съездне те хутшăнман. Анчах хальхи Аслă Пухăва ирттересси те иккӗленӳллӗ. Чăваш Республикинче коронавирус пандемии сарăлнине кура массăллă мероприятисем ирттерме чарусем кӗртнӗ. Çакă регионсенчен делегатсем пуçтаракан Конгреса та пырса тивме пултарать. Çавăнпа та Николай Угаслов вырăнне пӗтӗм тӗнчери чăвашсене малашне кам ертсе пырассине юпа уйăхӗнче пӗлеймессе те пултаратпăр.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев