Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наци конгресӗн хастарӗсем «Атăл» батальон салтакӗсене концерт кăтартнă

Ҫурла уйăхěн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Валерий Клементьевпа, унӑн советникěпе Алексей Муллинпа пěрле ЧНК пайташěсен ушкăнě Оренбург облаҫӗнче вырнаҫнӑ вěренӳ полигонне кайнă.

«Ҫывăх кунсенче ятарласа ирттерекен операцинче хутшăнма тухса каякан салтаксемпе офицерсене валли республикăн тěрлě кěтесěсенче пурăнакан ентешсем гуманитари пулӑшӑвне хатěрлесе парса ячěç. Уйрӑмах Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай районӗсем вăйлă тӑрӑшрӗҫ.
Тӑван Чӑваш Енрен килекен хӑнасене салтаксем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. Юлашки хыпарсемпе интересленчӗҫ, кучченеҫсемшӗн тав турӗҫ.
Чӑваш эстрада артисчӗсем Валерий Клементьев, Ирина Лампасова, Алена Акăшпи, Андрей Емельянов тата Людмила Засыпкина Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене чӑн-чӑн уяв-концерт ирттерсе савăнтарчěç. Куракансем концерт хыççăн саланма васкамарěç. Килнě хăнасемпе пěрле сăнÿкерчěксем турěç. Пирěн «Атăл» батальонри ентешсем хăйсене вăхăтлăха килте пулнă пек туйни çинчен пěлтерчěç», – тесе çырать ЧНК пресс-службин ертӳçи 
Елизавета Долгова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев