Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Наци Конгресӗн Президенчӗ Хусанти конференцине хутшăнма палăртнă

Халăх лидерӗ Чăваш Республикикнчи тата ытти регионсенчи чăвашсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарасса кӗтетпӗр

Июнӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче «Общество аталанăвӗн çӗнӗ тапхăрӗнче чӗлхесене тата нацисемпе конфессисем хушшинчи килӗшӗве упраса хăварасси» ятлă Халăхсем хушшинчи конференци иртет.

Ăна Тутарстан Республикин Халăхсен Асссамблеипе пӗрле Раççей халăхӗсен Ассамблеи тата Еврази халăхӗсен Ассамблеи ирттереççӗ.

Хăш-пӗр доклад вулакансем конференцие интернет-трансляци урлă хутшăнаççӗ.

Сăмах калакансен хушшинче Чăваш Наци Конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловăн хушамачӗ те çырăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев