Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен

Вăрçă пирки вулама питӗ йывăр, анчах та пирӗн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен паттăрлăхне манмалла мар

 

Вӗлкӗштерме

Мир ялавне

Васкатпӑр

Ҫӗнтерӳ патне

Николай Пиктемир.

Вăрçă пирки вулама питӗ йывăр, анчах та пирӗн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен паттăрлăхне манмалла мар. Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен çырнă произведенисем нумай. Сирӗн валли вулама 5 произведени суйларăмăр.

  1. Л.Я. Агаков «Салтак ачисем».

1941 çулхи кĕркунне Атăл тăрăх пăрахутпа эвакуированнăйсем пынă. Вăйлă юр çунипе пăрахут Шупашкар çумӗнче чарăннă, малалла каяйман, çавăнпа та çынсене çумри ялсене хăварнă. Эвакуированнăйсем чăвашсемпе туслашаççӗ, тӗрлӗ йывăрлăхсене пӗрле иртеççӗ.

  1. Л.Я. Агаков «Ылтӑн вӑчӑра».

Çак повестьре партизан пулнă ачасем пирки çырса кăтартнă. Вӗсем хăйсен пӗтӗм вăйне тылра тăшманпа çапăçасси çине янă.

  1. Мӗтри Кипек «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ».

Романри ĕçсем Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçă çулĕсенче Польша çĕрĕ çинче пулса иртеççĕ.

  1. Эльби В.А. «Пулас кинсем».

Çак романта Тăван çӗршывăн Аслă Вăрçинче çапăçакан хитре, ырă кăмăллă, хăюллă чăваш хӗрӗсем пирки çырса кăларнă. Юратнă çĕршыва хӳтĕлесе хаварассишен темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттереççĕ Талюнапа унăн тус-тантăшĕсем. Çӗнтерӳ хыççăн вара çак пикесем мирлĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ, унта та ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тăраççӗ.

  1. Г. Ф. Орлов «Вутри юрату».

Ку кӗнекере вăрçă вăхăтӗнчи юрату пирки çырса кăларнă. Лейтенант Дмитрий Тихомиров яла куçса килет те Людмила Миролюбова ятлă вӗрентекен çине авланать. Часах ăна ӗçе чӗнеççӗ, Дмитрий мăшăрӗ вара çуллахи каникулсем вăхăтӗнче упăшки патне килет, анчах вӗсем тӗл пулаймаççӗ, вăрçă пуçланать. Людмила фронтра медсестра пулса ӗçлеме пуçлать, çавăнта вара хăйӗн мăшăрне тӗл пулать...

Чăваш кӗнеки издательствин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X