Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Республики коронавируспа чирлисен шучӗпе Тутарстанран иртсе кайнă

Пандемияна пула Чăваш Енре пурӗ 21 çын вилнӗ. Тутарстанра – 12

Коронавируспа чирлисен шучӗпе Чăваш Республики Тутарстанран иртсе кайнă. Унта июнӗн 19-мӗшӗ тӗлне COVID-19-па чирленисем 4401 çынна çитнӗ, пирӗн республикăра 4114 çын. Уйрăмлăх нумаях мар пек, анчах та республикăсенчи çынсен шутне танлаштарсан ӳкерчӗк пачах урăхла пулать: Чăваш Енре 1 миллион те 200 пин ытла çын пурăнать пулсан, Тутарстанра 3 миллион та 900 ытла пин çын.

Кӳршӗ республикăри лару-тăру питӗ япăхах мар, сывалакансем те нумай, анчах июнӗн 19-мӗшӗ тӗлне унта 70 çӗнӗ çынра çӗнӗ чире тупса палăртнă. Пандемияна пула Чăваш Енре пурӗ 21 çын вилнӗ. Тутарстанра – 12.

Пирӗн республикăри сводка тăрăх, Хусанта 19, Çырчаллинче 6, Нурлатра 3, Ешӗлварта 2, ытти ултă районра (вӗсен хушшинче Çӗпрел те пур) – пӗрер çын чирленӗ.
Тутарстанра 1133 çын коронавирусран сипленет, Чăваш Республикинче – 1956.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев