Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Республикин пичет министрӗ «Сувар» хаçатпа паллашрӗ

Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра чылай редакци аудиторине интернетра пуçтарать. Ертӳçӗсем журналистсене социаллă сетьсене вăйлăрах аталантарма сӗнчӗç.

 Мартăн 18-мӗшӗнче «ТАТМЕДИА» пичет тата массăлла коммуникацисен республика агентствинче Хусанта пӗрремӗш чăваш хаçачӗ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 115 çул тата Чăваш Республикинче тутарсен «Вакыт» хаçатне 25 çул çитнине  халалланă пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулчӗ.

Унччен малтан Кристина Андреевна «Сувар» хаçат редакцийӗпе паллашрӗ. Вăл республикăри чăваш хаçачӗн тиражӗпе, ăçта саланнипе кăсăкланчӗ. Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра чылай редакци аудиторине интернетра пуçтарать. Ертӳçӗсем журналистсене социаллă сетьсене вăйлăрах аталантарма сӗнчӗç.

Çак тӗллевпе Шупашкартан цифра аталанăвӗн, информаци политикипе массăлла коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина килсе çитрӗ. Кӗтсе илекенӗ – Республикăри пичет тата массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи Айрат Салимгараев. Енсем ӗçлӗ хутшăнусене çирӗплетессине, республикăсенче тухса тăракан чăваш тата тутар хаçачӗсене пур енлӗн тӗрев парассине сӳтсе яврӗç.
Мероприятин иккӗмӗш пайӗ «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăра иртрӗ.

Шупашкар хăнипе ӗçлӗ калаçăва организацин генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, районсенче чăвашла тухса тăракан хаçатсен журналисчӗсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче: «Ял пурнăçӗ» (Аксу районӗ),  «Ялав» (Пăва районӗ), «Тăван ен» (Çӗпрел районӗ), «Туслăх» (Нурлат районӗ).
«Сувар» хаçат чăвашла тухса тăракан пӗртен-пӗр республика хаçачӗ пулнипе тӗлпулура унăн анлă хăтлавне ирттерсе çӗнӗ министра паллаштарчӗç. «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков Тутарстанра чăваш халăхӗ шучӗпе виççӗмӗш пулнине палăртса чăвашла хаçатсене те активлă аталантарма кирли çинче пусăм турӗ. «Пичет хатӗрӗсене кăна мар, хаçатсен сайчӗсене, социаллă сетьри аккаунчӗсене те çӗнӗлле ӗçлеттермелле. Вулакана паян шăп çак хатӗрсем урлă илӗртмелле. Наци пичечӗн контенчӗ те хăйне евӗр пулмалла, вăл ытларах халăхăн культурипе çыхăнмалла», – терӗ Шамиль Мухаметович. 
Ирина Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев