Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш халăх çыравçи пичет министрне автограф панă

Чăваш Республикин цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата масссăллă коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина нарăс уйăхӗн 9-мӗшӗнче Анатолий Кипечпе тӗлпулнă. Анатолий Ильич талантлă прозаик кăна мар, вăл патшалăх ӗçне те хастар хутшăнать.

Нумай çул хушши чăваш халăх çыравçи ЧР Цифра министерстви çумӗнчи республика бюджетӗнчен субсиди илекен хыпар хатӗрӗсен реестрне никӗслекен комисси шутӗнче.

2022 çулта Анатолий Кипеч хăйӗн 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Кăçал çулла Чăваш кӗнеке издательстви Анатолий Кипечăн çӗнӗ кӗнекине кăларӗ, вăл «Суйласа илнисем» ятлă пулӗ. Çак кăларăм çыравçăн талантне кăмăллакансемшӗн кӗтнӗ парне пулӗ, тесе пӗлтерет министерствон пресс-служби.

Тӗлпулу вăхăтӗнче Чăваш Енри наци чӗлхисемпе тухакан пичет кăларăмӗсене тӗрев парас, çамрăк кадрсене хатӗрлес, республикăн культурине Раççейре çеç мар, унăн тулашӗнче те сарас ыйтусене сӳтсе явнă.

Кристина Майнина Анатолий Ильича «Чăваш наци телевиденийӗ» хатӗрлекен «Кӗнекеллӗ ир» ятлă передачăра ӳкерӗнме йыхравланă. Тӗлпулу вӗçӗнче çыравçă министра хăйӗн кӗнекине алă пусса парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев