Сувар

Чăваш Республикинче концертсем ирттерме чараççӗ

Олег Николаев хăйӗн инстаграм-страницинче Чăваш Республикикн çыннисене чӗнсе каланă

«Хисеплӗ ентешсем, манăн сире пурне те чӗнсе калас килет, республикăра коронавирус инфекцийӗпе питӗ йывăр лару-тăру. Юлашки эрнере Раççейре те, тӗнчере те чирлисен шучӗ ӳснине сăнатпăр, Чăваш Ен те çав шутрах.  

Енчен те эпир темиçе эрне хушшинче кунсерен 73-78 чирлекене шута илеттӗмӗр пулсан, иртнӗ вырсарникун çак хисеп 80-ран иртрӗ. БОльницасенче лару-тăру йывăрланчӗ. Паянхи куна койкăсен фончӗн 30 проценчӗ коронавируспа чирлисене сиплеме уйрăлать, пирӗн Васкавлă медицина пулăшăвӗн больницине ирӗксӗрех ковид-коспитале çавăрма тивет. Çакă планлă медицина пулăшăвӗ парассине кансӗрлет.

Эпӗ пурне те вакцинаци ыйтăвӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланма ыйтатăп. Чăваш Республикинче çынсем йышлă хутшăнакан культура, спорт, кану, курав, çутӗç мероприятийӗсене ирттерме чаратпăр. Çавăн пекех суту-илӳпе кану центрӗсенче, аттракционсенче, обществолла апатлантару вырăнӗсенче, çынсем йышлă пухăнакан ытти вырăнсенче хăш-пӗр услугăсене пама чарăнаççӗ.  

Чарусене санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ лайăхланнă хыççăн уйрăм распоряжени тухиччен кӗртетпӗр».

Октябрӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ирттерме палăртса хунă Чăваш Наци Конгресӗн Аслă пухăвӗ пулать-и е çук-и – хальлӗхе паллă мар. 

ЧР Пуçлăхӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: