Сувар

Чăваш Республикинче врачсем Çимӗке чараççӗ

Асăрхаттарнине итлеменнисене, йӗркене пăхăнманнисене закон тăрăх çирӗп явап тыттараççӗ

Хăйӗн географиллӗ вырнаçăвне пула Патăрьел районне коронавирусран сыхланма питӗ йывăр. Инфекци ернӗ пӗрремӗш çынна унта апрелӗн 16-мӗшӗнче регистрациленӗ пулнă. Мускавра ӗçлекенсем ялсене таврăнма пуçласан таврари районсем те çăмăл мар лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ.

Шанчăклă хыпар çăлкуçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, паянхи куна Патăрьел районӗнче пурӗ 120 çынра Коронавирус инфекцине асăрханă, Комсомольскинче – 70, Шăмăршăра – 74, Елчӗкре – 60. Чир нумайăшӗн çăмăл, симптомсăр формăпа иртет пулсан та, йывăр чирлекенсем те сахал теме çук.

Врачсен сăмахӗсемпе, çакă ютран килнӗ çынсем, вӗсен кил-йышӗ самоизоляци режимне пăхăнмасăр килӗсенче ларманнипе, çынсемпе хутшăннипе пулса иртнӗ. Çавăнпа та халӗ асăннă районсенче касси-кассипе, ялӗ-ялӗпе çӗнӗ чире (контактран) ертнисене палăртнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар-тăр. Инфекци кирек кама та ерме пултарать, ăна чарма питӗ йывăр. Çапла кунран кун тăсăлать, часах çăва кӗретпӗр, утă вăхăчӗ пуçланать. 

Эпидемине хирӗç йышăнакан санитари меслечӗсен шутӗнче территорисенчи масăллă мероприятисене чарасси те кӗрет. Çавна май, Елчӗк. Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районӗсенче Çимӗкпе Троицăна тума чарнă. Çынсен масарсене кӗме юрамасть, чиркӳсем те хупă пулаççӗ. Акатуйсене те тепӗр çула куçараççӗ пулмалла.

Асăрхаттарнине итлеменнисене, йӗркене пăхăнманнисене закон тăрăх çирӗп явап тыттараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: