Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ САЛТАКӖН МУЗЕЙӖ ЛЕНИНГРАД ОБЛАÇӖНЧЕ УÇĂЛАТЬ

Тухтăрсем Виктор ӳтӗнчен 18 снаряд ванчăкӗ кăларнă, пӗри ӗмӗрлӗхех юлнă

1944 çулхи июнӗн 10-мӗшӗнче Выборг наступлени операцийӗ пуçлансан Синявино сăрчӗсенчи 1413-мӗш зенит артиллери полкне Выборг патнелле куçараççӗ... 1944 çулхи июнӗн 20-мӗшӗнче Г.В. Шутц лейтенантăн 4-мӗш батарейине Приморск енчи Хумол поселокӗ патӗнчи хӗресленекен çул çийӗнчи тӳпене сыхлама приказ килет. 85 миллиметрлă пӗрремӗш зенит орудийӗн командирӗ – Ульяновск облаçӗнчи Мелекес районне кӗрекен Аврали ял чăвашӗ Виктор Иванович Ерменеев сержант пулнă.

Çумăра пула çулсем çăрăлнипе хӗреслӗ çул патӗнче пирӗн танксем, боеприпассем тиенӗ машинăсем, артиллери путса лараççӗ. Кӗçех çакна нимӗç самолет-разведчикӗ асăрхать те бомбардировщиксене чӗнсе илет.
Тăшман бомбардировщикӗсем хăйсем курăнман-ха, анчах кӗрленӗ сасă çывхарма тытăннă.​ «К бою!»​ – хушать Ерменеев сержант хăйӗн расчетне. Çапла зенитчиксем тăшмана хӗреслӗ çул патне çитиччен кӗтсе тăраççӗ.
Вӗсем çине 24 «юнкерс» сийӗн-сийӗн аялалла чул пек анса атакăлама пуçлать. Анчах Ерменеев сержант орудийӗ казенника иккӗмӗш обойма снаряд хунă-хуманах малта пыракан самолета персе антарать. Çавăнпа нимӗç летчикӗсем малтан зенит батарейине тӗп тума, кайран тин хӗреслӗ урама бомба пăрахса сирпӗтме шутлаççӗ. Вăхăт нумай та иртмест батарейăран Ерменеев сержантăн зенитки кăна чылай юлать. Пӗр чарăнмасăр перекенскер нимӗç бомбардировщикӗсемшӗн пысăк чăрмав пулса тăрать.
Бомбардировщиксем пӗрин хыççăн тепри Ерменеев зениткине тапăнаççӗ. Икӗ метрта бомба ӳксе çурăлнă хум Виктора аякка ыткăтса ярать. Çав самантра суранӗсем ыратнине те туймасть вăл, ура çине сиксе тăрать те​ ​ пушка чылаййине асăрхать. Самолетсем тепӗр атака валли сывлăшалла хăпараççӗ. Зениткăна авăрлакан, тӗллекен тата снарядсем парса тăракансем вилнӗ иккен, наводчик Коля Мартынов та ури çинче аран-аран тытăнса тăрать. Ерменеев хăй пуçран аманнă. Апла пулсан та вӗсем иккӗшех çапăçăва малалла тăсаççӗ. Орудийӗ пеме чарăнмасть. Кӗçех тепӗр Ю-87 самолета лектерсе çӗр çине ӳкерсе тăрăнтараççӗ вӗсем. Тăшман самолечӗсем пӗтӗм вăя В.И.Ерменеев орудине пӗтерме янипе хайхи хӗреслӗ çулта капланнă çар техники çине пӗр бомба та ӳкмест.
Каярах тухтăрсем аманнă Виктор ӳтӗнчен 18 снаряд ванчăкӗ кăлараççӗ, пӗри ӗмӗрлӗхех юлать. Çапăçу хыççăн шутланă та оруди тавра 100-150 метр радиусра пурӗ 48 бомба ӳкни паллă пулнă. Çав кунах – июнӗн 20-мӗшӗнче – совет çарӗсем Выборг хула-крепоçа ирӗке кăлараççӗ.
Чи пысăк наградăна Еременеева Мускавра параççӗ. «Совет Союзӗн Геройне Виктор Иванович Ерменеева. Фронтра нимӗç захватчикӗсене хирӗç çапăçса командованин çар заданине паттăррăн пурнăçланăшăн СССР Аслă Канашӗ 1944 çулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнче тухнă указӗпе сире «Совет Союзӗн Геройӗ» ятне парать», – тесе çырнă Хӗрлӗ орден кӗнеки çине.
Награда панă хыççăн Виктор Ерменеева киле отпуска яраççӗ. Отпуск хыççăн Виктор Иванович Польшăна, Румыние тата Венгрие ирӗке кăларать, историе кӗрсе юлнă Берлин штурмне хутшăнать. Çӗнтерӳ хыççăн Германире тата çулталăк çурă хӗсметре тăрать.
2018 çулта Санкт-Петербургăн Чăваш наципе культура автономийӗн наукăпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ Виктор Ивановичăн паттăрлăхӗ çинчен пӗлсен, çапăçу вырăнне шырама пуçларӗ. Шел те, чăрмавсем нумай пулчӗç ку ӗçре. Вăл вăхăтри тавралăхсен ячӗсем хальхипе тӳр килмеççӗ тата Карели перешейкин картти те сыхланса юлман. Çавăнпа финсен карттипе усă курса танлаштарма тиврӗ. Информацие архивсенче шырарăмăр, таврапӗлӳçӗсенчен пулăшу ыйтрăмăр.
2019 çулта Чăваш обществи Красная Долина поселокăн, Ленинград облаçӗнчи Приморск хулин шкулӗсем тăрăх туслăх урокӗсемпе пулчӗ.​ Ленинград çӗрӗ çинче паттăрлăх кăтартнă чăвашсем, çав шутра Виктор Иванович Ерменеевăн паттăрлăхӗ çинчен те, каласа патăмăр. Приморскри вӗрентӳ центрӗн Красная Долинăри филиалӗ те шырава хутшăнчӗ.
2021 çул пуçламăшӗнче Приморскри вӗрентӳ центрӗ историпе таврапӗлӳ музейне, унта Виктор Иванович Ерменеевăн паттăрлăхне халалланă уйрăм стенд хатӗрлеме йышăннă.
Кăçал июнь уйăхӗнче Чăваш обществин пайташӗсем Приморски вӗрентӳ центрӗн Красная Долина филиалӗн сотрудникӗсемпе пӗрле Г.В.Шутц​ лейтенантăн 4-мӗш батарейи, Виктор Ерменеев сержант орудийӗ тăнă вырăнсене тупса палăртрӗç. Çав вырăнсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи нумай япалана тупрăмăр.
Совет Союзӗн Геройӗ Виктор Иванович Ерменеев çуралнăранпа 97 çул çитнӗ кун историпе таврапӗлӳ музейне хаваслă лару-тăрура уçма йышăннă.

Валериан ГАВРИЛОВ. ​
Санкт-Петербург.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев