Сувар

Чăваш сăвăçи «йăвине» улăштарать

ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Анжела Пильщикова поэтесса Питӗр хулине куçса кайрӗ.

ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Анжела Пильщикова поэтесса икӗ çул ӗçсӗр ларнă хыççăн Питӗр хулине пурăнма куçса каясси çинчен пӗлтерчӗ. Çакă Хусанти чугун çул вокзалӗнче пулса иртрӗ. Поезда ларас умӗн сăвăç хăйне нефтехимиксен хулинче культура учрежденийӗсене ниçта та ӗçе илменни çинчен хурланса пӗлтерчӗ. Çавна пула вăл «йăвине» улăштарма шутланă та.

– Талант вăл ăçта та çул уçать,– терӗ чăматанӗсене пуçтарнă поэтесса. Анат Камăри экологи те Анжела çине япăх витӗм кӳни çинчен пӗлчӗç журналистсем. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: