Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш шурсухалӗсем Ашмарина Хусанта палăк лартасшăн

Чăваш патшалăхлăхӗ 100 çул тултарнă тӗле шурсухалсем авалхи йăлапа Аслă Чӳк ирттерме шутлаççӗ. Мешехен оргкомитечӗпе фонд йӗркелеме палăртнă.

Шурсухалсен Тӗп канашӗ Чăваш Республикин 100-çуллăхне хатӗрленесси пирки тунă Заявление ыралнă.

Вăл докукментра Шупашкарта чăваш халăхӗ тата республики патне нихăш енчен те пырса перӗнмен Хаяр Иван, Кӗтӗрне патша, православи святуйӗсен скульптурисене хирӗç пулни çинчен çырнă. Çавна май 2019 çулхи декабрь уйăхӗнче Константин Иванов скверӗнче Хаяр Иванăн палăкне вырнаçтарнă çӗре хутшăннă Шупашкар хула администрацийӗн пуçлăхӗ Олег Ладыков, ЧПУ-н историпе географи факультечӗн деканӗ Олег Широков, Шупашкар тата Чăваш митрополичӗ Варнава хăйсен вырăнӗсене йышăнма тивӗç марри çинчен те асăннă заявленире. Каласа хăвармалла, палăка лартассине пуçаракансенчен пӗри хула администраци пуçлăхӗн социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ пулнă, халӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн çумӗ пулса ӗçлекен Алла Салаева.

Ватăсем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалласа вăрçăра вилнӗ ентешсене те асăнма палăртаççӗ.

Чăваш патшалăхлăхӗ 100 çул тултарнă тӗле шурсухалсем авалхи йăлапа Аслă Чӳк ирттерме шутлаççӗ. Мешехен оргкомитечӗпе фонд йӗркелеме палăртнă.

Кăçал паллă ăсчах-тюрколог Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитет. Ашмарин – чăваш чӗлхин 17 томлă словаре пухса хатӗрлекенӗ. Ăна 1933 çулта Хусанти Ар масарӗнче пытарнă. Шурсухалсем Ар масарӗнчи Ашмаринăн вилтăпри çине, Шупашкарта, Етӗрне районӗнче ăсчахăн палăкӗсене лартасшăн ăшталанаççӗ.

Кăçал пулакан Пӗтӗмраççейри халăх çыравӗ те шухăшлаттарать ватăсене.

Чăваш Республикикнчи Çӗрпӳ районӗн энциклопедине пăхса тухса ырланă вӗсен канашӗ. Кӗнекене кăларассишӗн Шупашкарти кооператив институчӗн ректорӗ Валерий Андреев тăрăшать.    

Вячеслав Мартынов таврапӗлӳçӗн çӗнӗ «Акрамово: события и люди» кӗнекин алçырăвне те тишкернӗ таврапӗлӳçӗсем. Чăваш шурсухалӗсен Тӗп канашӗн председателӗ Виталий Станьял автора Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн «Чăваш халăх наукăпа искусство академикӗн» дипломне панă.

Пушкăртстанри Пелепей районӗнчи чăваш ялӗсен çӗрӗсене хӳтӗлесси пирки те манман ватăсем. Шурсухалсем Чăваш Ен пуçлăхӗн администрацийӗн тата ЧР Культура министерствин Пелепей районӗнчи чăваш ялӗсен çывăхӗнче сысна комплексӗ тума хатӗрленнипе килӗшменнине пӗлтерсе Пушкăртстан правительствине янă çырăвӗсене ырланă.   

Çавăн пекех Ваттисен канашӗ Чăваш Республикинчи Муркаш районӗнчи Аслă Сӗнтӗр ялӗн активисчӗ Юрий Туринге чăваш этнографи комлпексӗ тума çӗр ыйтса çырнине те ырланă.      

Тимӗр Акташ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев