ЧĂВАШ ТЕАТРӖ АЧАСЕНЕ КӖТЕТ
Шупашкар артисчӗсем чи пӗчӗккисене килте пӗччен юлсан, вăрманта аташса кайсан е усал çынсен тӗл пулсан мӗн тумаллине халап урлă ăнлантараççӗ.
К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ пӗчӗк куракансене «Секрет волшебной комнаты» халап-квеста кӗтет тесе пӗлтереççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Ачасем артистсемпе пӗрле тӗттӗм вăрмана та çитеççӗ, аякри галактикăра усал драконпа та кӗрешеççӗ, çапла пӗр-пӗрин туслăхӗ çирӗпленсе, хăйсем хăюланса пыраççӗ. Çăмăл, ачасене ăнланмалла чӗлхепе хăрушлăхра мӗн тумаллине ăнлантараççӗ артистсем. Спектаклӗн режиссерӗ Наталия Сергеева, ăна вăл ятарласа хуласенче, район центрӗсемпе ялсенче кăтартмашкăн вырăсла çырнă. Постановкăна хитре ташăсем кӗртни ăна чӗрӗрех, илемлӗрех тăвать. Спектакле пуçласа декабрьтех кăтартнă пулнă, малашне республикăри районсене çитӗ. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев