Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш тӗнчи Мадурова çухатрӗ

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ – чӑваш халӑхӗн паллӑ хастарӗ Фёдор Иванович Мадуров пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ»

Мадуров Фёдор Иванович чӑваш скульпторӗ, графикӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ытларах чӑваш йӑли-йӗркине упракан мӑчавар пек паллӑччӗ.

Фёдор Иванович 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ. Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ 1989 ҫулта туса лартнӑ «Дорога та Москву» композици. Малтан вӑл Шупашкарӑн «Рашча» ункине илем кӳретчӗ, унтан ӑна 500 ҫуллӑх парка куҫарса лартрӗҫ. Каярах вара унтан та ҫак композици ҫухалчӗ. Фёдор Ивановичӑн ӗҫӗ ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл «Время и жизнь» ятлӑ.

1989 ҫулта Фёдор Мадурова Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ятпа чысланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ. 1990-1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш пухӑвӑн депутачӗ пулнӑ. 
Чăвашсен христианствочченхи йăли-йӗркине ун пек пӗлекен, ăнланакан, çакна хăйӗн пӗтӗм пурнăçне халаллакан Шупашкарта урăх çукчӗ те пулӗ. 

Фёдор Ивановичпа юнкун, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхи 9-па 10 сехет хушшинче сывпуллашӗҫ. Вырӑнӗ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9В. Вăл хăйне ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарма хушса хăварнă.

Тăванӗсемпе тата çывăх çыннисемпе пӗрле хурланатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев