Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ТӖРРИ ИЛЕМЛӖ, ТӖРЛЕМЕ ПӖЛСЕН КĂНА

Унӑн хăйнеевӗрлӗхӗ çӗвӗ нумай пулнинче: 31 çӗвӗ тата вӗсен 36 тӗс

Тӗрӗ – чăваш халăх искусствин мӗн авалтан аталанса пынă, çӳллӗ пусăма çитнӗ тӗсӗсенчен пӗри. Чăваш тӗрри мӗнле пуçланса кайни, тӗрӗ символикипе орнаменчӗ, чăваш тӗррин паха тӗслӗхӗсем ăçта упранни​ тата ăна çӗнӗрен çӗкленсе вăй илме пулăшакан ал ăстисем, тӗпчевçӗсем çинчен вулакан информаци час-часах шырать. Çак ыйтусем çине Чăваш​ наци библиотеки хатӗрленӗ «Чăваш тӗррин илемӗ» виртуаллă курав хуравлать. Вăл чăваш тӗррин уйрăмлăхӗсене уçса парать тата нумай вăрттăнлăхӗпе паллаштарать.

Тӗрӗçӗн кашни çӗвви, эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет-çке! Авалхи чăвашсен тӗррине «çыруллă» теççӗ, эрешӗсенче несӗлсен руна çырăвӗ упранса юлнă. Чăваш тӗрринче кашни çӗввӗн хăйӗн вырăнӗ пулнă, тӗрлӗ япала валли тӗрлӗ çӗвӗпе усă курнă. Тӗслӗхрен, пӗр енчен курăнакан япаласене – кӗпене, масмака, туй минтерӗн питне – пӗр енлӗ çӗвӗсемпе илемлетнӗ. Икӗ енӗ те пиччӗн япаласене – сурпана, çулăка, хӗр пӗркенчӗкне – йӗпкӗн, шулам, чăрмалла, каснă шăтăкла çӗвӗсемпе усă курса капăрлатнă. Чăваш тӗррин тепӗр хăйне евӗрлӗхӗ – çӗвӗ нумай пулни: 31 çӗвӗ тата вӗсен 36 тӗсӗ.
Чăваш халăх тӗрри тӗнчери нумай музейра упранать. Питӗрти Раççей патшалăх этнографи музейӗнчи чăваш тӗррин коллекцийӗ питех те пуян. Çавăн пекех чăваш тӗррин тӗрлӗ тӗсӗсем Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи, Саратовпа Самар хулисенчи музейсенче, Чăваш наци музейӗнче, ăслăлăх архивӗсенче, ял тата район музейӗсенче, уйрăм çынсен коллекцийӗсенче тӗл пулаççӗ. Вӗсем çинчен искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ А.А.Трофимов «Искусство чувашской народной вышивки в музеях России» (Шупашкар, 2007) кӗнекере тӗплӗн çырса кăтартнă.
Екатерина Ефремова, Валентина Минеева, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ытти паллă ал ăстисен ӗçӗсем паян çамрăксем валли тӗслӗх пулса тăчӗç. Вӗсен ӗçӗсем республикăри «Чăваш тӗрри» музейӗнче упранаççӗ. Вӗсен кӗнекисем, тӗпчев ӗçӗсем, хăйсем çинчен çырнă литература Чăваш наци библиотекинче упранаççӗ, интернет урлă электронлă библиотекăра, «Çулталăк кӗнеки» календарьте те тупма пулать.
Тӗпчевçӗсем чăваш тӗррине тӗпчес енӗпе нумай ӗç туса ирттернӗ. Тӗрӗ хăçан пуçланса кайнине, мӗнле аталаннине, унăн вăрттăнлăхӗсене Нина Гаген-Торн, Алексей Трофимов, Никита Воронов, Моисей Спиридонов, Татьяна Акимова тата ыттисем те тӗпченӗ. Чăвашсен паллă искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов шухăшӗпе, чăваш тӗрри темиçе пин çул каялла амаланма пуçланă, унта пин-пин çул-йӗр.​ Тӗпчевсем чăваш тӗррин илемне тата философиллӗ пӗлтерӗшне ăнланма пулăшаççӗ.
Чăвашсен паллă çыравçисем чăваш тӗррин пуян эрешӗсене мухтаса сăвă-калавсем çырнă. Анатолий Смолин, Раиса Сарби, Алексей Трофимов тата ытти çыравçăсен хайлавӗсем çак паха ӗçе хисеплесе çырнисем чăваш литературинче вырăн тупнă.
Çапла, чăваш тӗрри мӗнле пуçланса кайни тата унăн аталану çул-йӗрӗпе, çӗвӗсен вăрттăнлăхӗсемпе тата чăваш тӗррин пуян эрешӗсемпе, тӗпчевçӗсемпе тӗрӗçӗсен пурнăçӗпе пултарулăхӗпе «Чăваш тӗррин илемӗ» виртуаллă куравра паллашма май пур. Кунтах чăваш халăхӗн паллă тӗрӗçи Евгения Жачева ирттернӗ мастер-классем вырăн тупнă. Вăл кăмăллакансене тӗрӗ тӗрлеме вӗрентни, тӗрӗ историйӗ çинчен калани паян историе кӗрсе юлчӗ. Курав Чăваш наци библиотекин сайтӗнче​ «Виртуаллă куравсем» пайра вырнаçнă.
Унсăр пуçне Чăваш наци библиотекинче кашни кӗçнерникун «Асамлă тӗрӗ» клуб ӗçлет. Вӗренес текенсем унта чылайăн çӳреççӗ, халăхăн авалхи руна çырăвӗнченех килекен тӗрӗ асамлăхне чуна хываççӗ.

Галина СОЛОВЬЕВА,
Чăваш наци библиотекин
«Чăваш кӗнеки» центрӗн ертӳçи.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев