Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш тӗррин кунӗ иккӗмӗш хут иртет

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикикнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ку çӗнӗ уяв иккӗмӗш хут кăна иртет пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав.

Уява хатӗрленсе Чăваш наци музейӗ «Эпӗ тата чăваш тӗрри» флешмоб ирттересси çинчен пӗлтернӗ, тесе хыпарлать «Чăваш халăх сайчӗ».

Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.

Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) социаллă сетьре #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пуринсен ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев