Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш тӗррин кунне Якурккелӗнче çуралнă хӗрарăма халалланă

Чăваш Енӗн чи лайăх тӗрӗ ăстисем республика карттине Чăваш тӗррин кунне тӗрлесе çитерӗç. Çакăн çинчен регион ертӳçин пресс-служби пӗлтерет.

Ку ӗçе Чăваш наци музейӗ илсе пырать. Карттăна респуликăра пурăнакан тӗрӗ ăстисем тата «Паха тӗрӗ» фирма ӗçченӗсем туса хатӗрлеççӗ. Чăваш Республикин кашни районӗ карттăн хăйӗн пайне уйрăммăн тӗрленӗ, каярах çав пайсене «Паха тӗрӗ» фабрика ӗçченӗсем пӗр пӗринпе çыхăнтараççӗ.  

Тӗрӗ уявӗ валли карттă тӗрлес шухăш çӗнӗ мар. 1937 çулта Союзри ял-хуçалăх куравне хатӗрленсе Альгешевори çӗвӗ фабрикин тӗрӗçисем Чăваш АССР-ӗн карттине тӗрленӗ пулнă. Çак ӗçе вӗсем çулталăк тăршшӗпе тунă. Халӗ çак полотно Чăваш тӗррин музейӗнче упранать.  

2020 çулхи октябрь уйăхӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев çулсерен ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш тӗррин кунне паллă тăвасси пирки указ кăларнă. Çак кун паллă чăваш тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова çуралнă. Вăл чăваш халăх тӗрӗ искусстви аталантăр тесе пысăк ӗç тунă çын. Палăртса хăвармалла, Екатерина Ефремован çуралнă вырăнӗ Нурлат районӗнчи Якурккел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев