Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш юрри тӗнчипех янратăр!

Ют çӗршывра пурӑнакан чӑвашсен юрри халӗ вӗçӗ-хӗрри çук Атлантикӑн хумӗсемпе те çырана чӳхет

Тӗнчипе паллă спортсменка, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Чăвашкасси хӗрӗ Надежда Сандркина 2008 çулта Швейцарире 101 çухрăм дистанцие 12 сехетре чупса тухни пирки пурте илтнӗ эпир. «Подвиг Надежды» çакӑн пек заголовоксемпе тухнă ун чух Раççей тата ют çӗршыв хаçачӗсем. Вăл вăхăтра чылайӑшӗ сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗн чӑтӑмлӑхӗнчен, чирлӗ амӑшне çӑлас тесе çӗнтерӳ тунинчен тӗлӗннӗ. Паянхи кун Надежда Сандркина Америкăра пурăнать. Унта та тăван халăх çинчен манмасть, вăл тăрăшнипе Америкăри чăвашсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ. Нумаях пулмасть тата Надежда пуçарса янипе ют çӗршывра пурăнакан чăвашсен юрри (гимнӗ тесен те юрать) çуралнă. Сăмахӗсене Николай Ларионов-Йӗлмел çырнă, Александр Павлов кӗвӗленӗ. Çак хыпара илтсен Надежда Сандркинапа хăйӗнпе ватсап урлă çыхăнтăм. «Пӗлтӗр Маями хулинче чăвашсемпе тӗл пулсан пӗрлешӳ йӗркелерӗмӗр. Унта аякра пурăнакан чăвашсем пирки юрă хывас шухăша пӗлтертӗм. Нумай шухăшласа тăмарăм, кун пирки Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Николай Николаевич Ларионова шăнкăравласа пӗлтертӗм. Çапла пӗтӗм тӗнчипе янăракан чăваш юрри çуралчӗ те. Эпир пулнă! Пур пулатпăр! Хӗрӳллӗ салам пӗтӗм чăваш халăхне», – тесе пӗлтерчӗ вăл. Чăваш юрри Казахстанра, Италире, Германире, Эстонире, халӗ тата вӗçӗ-хӗрри çук Атлантикӑн хумӗсемпе те çырана чӳхет. Интернетри коментарисене вулас пулсан, темиçе эрне каялла кăна-ха çуралнă çӗнӗ юрра халăх килӗштерчӗ те ӗнтӗ. Урăхла май та çук, сăмахӗсем чунтан тухнă. «Ют çӗршывра пурӑнакан чӑвашсен юррин» сăмахӗсемпе вулакана та паллаштарас тетӗп:

1.Атлантикӑн вӗçӗ -хӗрри те çук,

Хумӗсемпе чӳхет сар çырана.

Тӑвансене савса тӗл пулнӑ чух

Чӑваш кӗвви чунра, ай, шӑранать.

Хушса юрламалли:

Пире пӗрлештерет чӗлхемӗр,

Чӑваш юрри янрать чунра.

Анне чӗлхи – чӗре хӗлхемӗ,

Хакли çук пирӗншӗн унран.

2.Инçе Раççейӗмӗр – хӗвел çути,

Атте-аннемӗр пирӗн чӗрере.

Тӑван çӗршывӑн тунсӑхлӑ тути

Хавал парса тӑрать куллен пире.

3.Çунатлӑ шанчӑк кӑмӑла уçать,

Эпир чунпа тӑвансемпе пӗрле.

Халь пирӗн юрӑ та инçе куçать,

Чӑваш тӗнчин çӗршывӗнче кӗрлет.

(Наталия Клементьева. Сăнӳкерчӗк Н.Сандркина архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество