Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШАХ ПУЛНĂ-ШИ ВАРА?

Хусанта пурăннă вырăс çыравçине Геннадий Паушкина халалласа асăну хăми уçрӗç

Иртнӗ эрнекун сивӗ çанталăка пăхмасăрах Хусанти Адоратски урамӗнчи 15-мӗш çурт умне халăх йышлăн пухăнчӗ. Вырăс çыравçин​ Геннадий Паушкинăн асăну хăмине уçрӗç кунта. Асăну митингне ТР Писательсен союзӗн вырăс литературипе илемлӗ куçару енӗпе ӗçлекен консультанчӗ Галина Зайнуллина уçрӗ, ертсе пычӗ. Пултаруллă çыравçа аса илсе калаçакансем йышлăн пулчӗç митингра.

​ Ку адреса хусансем çеç мар, ытти хуласенче, республика тулашӗнче пурăнакансем те аван пӗлеççӗ. Журналист-фронтовик 2007 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗччен пурăннă çакăнта. Пурăннă… Кӳршӗсем унăн яштака, çӳллӗ кӳлепине, вăл кăмăллăн кулкаласа ăшшăн калаçнине, чӗрчунсене юратнине аван астăваççӗ.

– Хусана килсенех республикăри писательсен çуртӗнче, вырăс секцийӗнче паллашнăччӗ унпа. Пире секци ертӳçи Владимир Корчагин çыравçă паллаштарнăччӗ. Малтанласа чăваш тесе шутланăччӗ ун пирки. Секци пайташӗсенчен тахăшӗ «чăваш вăл» тесе калани халӗ те асрах-ха. Питӗ ăшшăн, кăмăллăн калаçатчӗ вăл манпа, пӗрмаях союзра тăнă чăваш çыравçисене, чăваш секцийӗн ӗçне аса илетчӗ. Вăл вăхăта чăваш секцийӗ саланса кайнăччӗ ӗнтӗ, унăн юлашки пайташӗ, ертӳçи пулнă​ Василий Юдин (1911 – 1995) темиçе уйăх маларах çеç пурнăçран ӗмӗрлӗхех уйрăлнăччӗ. Ыттисем Шупашкара куçса кайнăччӗ. «Эсир хăвăр чăваш мар-и?» – тесе ыйтрăм пӗр калаçура. Нимӗн те шарламарӗ, тута хӗррипе вăрттăн кулса илчӗ çеç. Урăх ку калаçу патне таврăнман, – тесе каласа пачӗ пире ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Евгений Турхан.

Геннадий Фёдорович Пуринов 1921 çулхи февралӗн 28-мӗшӗнче Хусанти Адмиралтейская слободара çуралнă. Ашшӗ ир вилнӗ. Амăшӗ,​ Александра Гавриловна Бабашкина, каласа панă тăрăх, вăл харсăр çын, чăрсăр кавалерист пулнă. Тен, çавăнпах Александра Гавриловнăн​ стайлă ашшӗпе амăшӗ хӗрне ăна малтан качча парасшăн пулман. Çакна кура Фёдор Пуринов (Геннадин ашшӗ) юланутпа чуптарса çитнӗ, хӗçне кăларнă та: «Икунсене тытăр! Пире венчете тăма пил парăр! Унсăрăн пурне те купăста пек тураса тăкатăп!» – тесе кăшкăрнă тет.

1937 çулта пулас писателе амăшӗн çӗнӗ упăшки, çӗвӗç, военторг закройщикӗ Александр Николаевич Паушкин усрава илнӗ. Çав вăхăтран Геннадий Фёдорович Пуриновран Геннадий Александрович Паушкин пулса тăнă.

Ачаранпах ăна литературăпа истори кăсăклантарнă, çавăнпа та 1939 çулта Геннадий Александрович Хусанти университетăн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Анчах нумаях вӗренеймен: вăрçă пуçланнă, Паушкин хăй ирӗкӗпе финн вăрçине тухса кайнă. Анчах çапăçусем вăл вăхăта вӗçленнипе чикӗ сыхлакан пулса тăнă. Малашнехи мӗнпур пурнăçне вăл хăйӗн хайлавӗсенче çутатнă. Литературăри пӗрремӗш утăмӗсене Паушкин пограничник чух пуçланă: погранотряд хаçатӗнче «Двадцатилетний часовой» сăввине пичетлесе кăларнă.

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче застава тăшманăн пирвайхи тапăнăвне хăй çине илнӗ. Молдавири Кагул хули çывăхӗнчи Прут шывӗ çинчи юнлă çапăçусене пограничниксемпе пӗрле застава радисчӗ Геннадий Паушкин та хутшăннă. Кайран, нумай çул иртсен, вăл çакăн çинчен хăйӗн «На дальней заставе» тата «Вернитесь, аисты!» повеçӗсенче çырса кăтартнă. Вăрçăри кайранхи çул-йӗрне «На зорьке», «Слушай мои позывные», «Звёзды гаснут» сборникӗсене кӗнӗ калавсенче çутатнă.

Фронтра Паушкин полк поэчӗ шутланнă, «Пограничник» журналпа,​ ​ «Советский воин» хаçатпа çыхăну тытнă.

Вăрçă хыççăн Г.Паушкин Хусанти университетра вӗреннӗ. Сăвăсем çырма пăрахман, пичетленме те тытăннă. «Комсомолец Татарии» хаçат редакцийӗнче литературăпа искусство пайӗнче ӗçленӗ.

1953 – 1955 çулсенче «Комсомольская правда» хаçатăн ятарлă корреспонденчӗ пулнă. 1968 çулччен Г.Паушкин ТАССР Писательсен союзӗн консультантӗнче вăй хунă,​ «Литературный Татарстан» альманаха редакциленӗ, Писательсен союзӗ çумӗнчи вырăс секцине ертсе пынă, пӗр вăхăт «Чаян» журналта тăрăшнă.

1957 çулта ăна СССР Писательсен союзне йышăннă. Сăлтавӗ те пулнă çав! Вăрçă хыççăнхи çулсенче унăн «Всегда в пути»,​ «Родные просторы» сăвă сборникӗсем, çавăн пекех «Птицы улетели» повеçӗ пичетленсе тухнă. Повеçӗнче вăл вулакансене чикӗри вăрçăн малтанхи кунӗсенчи çапăçусем, заставăри тусӗсем, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен паттăрлăхӗ çинчен каласа панă. Калавсен çӗнӗ «Слушай мои позывные» сборникӗнче те вăрçă калавӗсене никӗсе хывнă.

– Геннадий Александрович пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă, анчах унăн тӗрӗслӗхе, чăнлăха уçса паракан хайлавӗсем чӗрӗ, çак произведенисенчи геройсем те – унăн тантăшӗсем чӗп-чӗрех, малашне те пурăнӗç, – терӗç митингра тухса калакансем.

Василий КАРАБАЕВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Асăну хăми уçнă самант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев