Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашла пӗлмен пачăшкăсене Шупашкарти Епархи вӗрентет

Чăваш епархийӗ никӗсленӗ «Чăваш чӗлхи никӗсӗ» курса Святитель Гурий ячӗллӗ Чиркӳ специалисчӗсене хатӗрлекен центрта пилӗк çын иртнӗ

Нарăс уйăхӗн 9-мӗшӗнче вӗсене Шупашкар тата Чăваш митрополичӗ Савватий çакна ӗнентерекен сертификатсем панă. Çак курссене йӗркелесе Шупашкар епархийӗ тӗн ӗçченӗсемпе чиркӗве çӳрекенсен хушшинче ăнланулăх пысăкрах пултăр тесе йӗркеленӗ. Чăвашла пӗлмен пачăшкăсем ытларах калаçу чӗлхине вӗреннӗ тата, паллах, православири тӗп кӗлӗсен тексчӗсене алла илнӗ. Çакна та палăртса хăвармалла, курссене иртнӗ мӗн пур çын вӗренӗве малалла тăсма кăмăл тунă, тесе пӗлтерет хăйӗн социаллă сетьри старницинче Чăваш Республикинче пурăнакан пирӗн юлташ Александр Сорокин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев