Чăвашла юрлакансем Хусанти Гала-концерта чӗнеççӗ
Тахçантанпа кӗтнӗ юрă уявӗ июнӗн 10-мӗшӗнче 19:00 сехетре пуçланать, кӗрӳ тӳлевсӗр. Зала маскăсемпе кăна кӗртеççӗ.
Тутарстанри Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа июнӗн 10-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен туслăхӗн çуртӗнче «Юрла чăвашла» интернет-конкурсăн пӗтӗмлетӳ Гала-концерчӗ пулать.
ТР ЧНКА йӗркеленӗ культура проектӗнче 350 ытла çын хутшăннă: фольклор ушкăнӗсем, вокал ансамблӗсем, дуэтсем, триосем, солистсем. Вӗсем суйласа илекен комиссине хаклама 146 чăвашла юрă тăратнă. Комисси финал валли 10 юрă суйласа илчӗ. Унта хутшăнакансем Хусанта пӗрремӗш вырăншăн тупăшӗç. Юрă уявӗ 19:00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев