Чăваш Майни мӗншӗн çулсерен хир хапхине хупать?

Июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Майнинче уява ăсатрӗç.Уявăн тӗп вырăнӗ клуб умӗнче, унта чылай юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Малалла уяв хур кайăк карти пек карталанса ял тăрăх кайрӗ.
Июлӗн 11-мӗшӗнче Чăваш Майнинче уява ăсатрӗç. 3-мӗш класра вӗренекен ачасем те, «Шăнкăрав» фольклор ушкăнне çӳрекенскерсем, çитӗннисемпе пӗрле уяв картине тăчӗç. Чăваш Майнинче уяв йăли-йӗрки, юрри-ташши упранать-ха. Ку вăл культура ӗçченӗсен тăрăшăвӗнчен те килет. Ялта юрă ăстисем те чылай. Е.Егорова, О.Николаева, Д.Романова, Е.Инокентьева, М.Карпова, Н.Миронова, З.Игнатьева, Н.Чернова, Р.Горбунова тата Е.Бикулова уяв йăли-йӗркипе çамрăксене паллаштараççӗ.
Уявăн тӗп вырăнӗ клуб умӗнче, унта чылай юрă-кӗвӗ янăрарӗ. Малалла уяв хур кайăк карти пек карталанса ял тăрăх кайрӗ. Кашни урама çитсе карталанса юрларӗç. Уяв илемӗ ял çыннисене тыткăнларӗ, хапха умӗнче пăхса тăракансем те хутшăнса юрларӗç. А.Никоноров тата В.Егоров купăсçăсен илемлӗ кӗвви Кӗçӗн Çарăмсан тăрăх, Каринкке вăрманӗ урлă, ял-ял çийӗн ян кайрӗ. Малалла вылярӗç-кулчӗç, шывла вылярӗç, усал-тӗсел, чир-чӗр яла ан кӗтӗр тесе хир хапхине хупрӗç.
Уяв хӗрӗсем алла-аллăн çавтăнса урам кӗвви юрласа таврăнчӗç. Илемлӗ вӗт, чăваш чӗлхи, илемлӗ чăваш юрри, илемлӗ чăваш кӗпи, йăли-йӗрки. Чăваш тӗнчи – илем тӗнчи, çав илеме çамрăк ăрăва пӗчӗкрен юратма хăнăхтарасчӗ. Шкулсене, ача сачӗсене ача-пăча чăваш тумӗсем туянтарасчӗ, чăваш чӗлхипе калаçтарасчӗ. Илем тӗнчи чăваш чӗлхине юратма, ăна сыхласа хăварма пулăшӗ. (Лидия УГАХИНА. Чăваш Майни ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
25 мая 2022 - 15:38Çӗнӗ Упири пионерсен дружини Олег Кошевой ячӗпе хисепленсе тăнă Майӑн 19-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче, пионерсен организацийĕн пĕлтерĕшĕ, ӑнлавĕ пирки Çĕнĕ Упи тĕп шкулĕнче вӗренекенсемпе «Хатĕр пул!» музейри урок иртрĕ. Ăна В.И.Ленин ячӗллӗ пионерсен организацийӗ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.13200
-
25 мая 2022 - 13:492021 çулта «Каравона» 30 пин ытла çын килсе курнă Майăн 28-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольское ялӗнче вырăс халăхӗн «Каравон» уявӗ иртет, ăна Çуллахи Микула уявне халалланă. Кăçалхи «Каравон» юбилейлă. Унта Тутарстан Республикипе Раççей Федерацийӗн регионӗсенчен 170 ытла фольклор ушкăнӗ хутшăнмалла.8900
-
25 мая 2022 - 10:52АО «Транснефть - Прикамье» провело технический семинар молодых специалистов в Татарстане Ежегодный технический семинар молодых специалистов прошел на базе Альметьевского РНУ. В нем приняли участие 30 молодых специалистов из пяти филиалов и аппарата управления АО «Транснефть - Прикамье»8800
-
25 мая 2022 - 10:28Тутарстанри шкултан вӗренсе тухакан 53 пин ачашăн юлашки шăнкăрав янăранă Майăн 24-мӗшӗнче республикăн вӗрентӳ министрӗ Ильсур Хадиуллин Хусанти 139-мӗш гимназире «Юлашки шăнкăрав» уявӗнче хăнара пулнă8300
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!21400
-
20 мая 2022 - 10:52Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА 45 çул тултарнă ятпаХаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ешӗлвар хулинчи 14-мӗш лицейра наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ тата вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлекен Людмила Николаевна ГАЛАНСКАЯНА (Федотова) майăн 19-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!22900
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!22800
-
23 мая 2022 - 09:50Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗрти "Сáрнайпа" "Палнай" фольклор ушкӑнӗсем Тӑхӑрьяла хӑнана килнӗ Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприяти планра тӑрать45501
-
22 мая 2022 - 10:40КӖНЕКЕ ВУЛАРĂМĂР Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр.34000
-
23 мая 2022 - 07:15Чӗмпӗрте Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫрӗҫ Чӗмпӗр чӑвашӗсем пуринчен те малтан Акатуй ирттерчӗҫ. Сӑлтавӗсем те вӗсен ҫук мар - пӗлтӗртенпех уҫма хатӗрленнӗ Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑк хатӗр. Ҫак икӗ пулӑма пӗрлештерчӗҫ те майӑн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсем.29200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика