Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсем! Çыравра хăвăр хăш халăх çынни пулнине кăтартма ан манăр!

Çыравăн тӗп тапхăрӗ октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен (çитме йывăр вырăнсенче декабрӗн 20-мӗшӗчченех) иртет. Октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен граждансем Патшалăх услугисен порталӗнче электронлă çырав хутне хăйсем тӗллӗн тултарма пултараççӗ. Кăçалхи çыравăн çӗнӗлӗхӗ ку. Пӗтӗм Раççей халăх çыравӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсем 2022 çулхи апрель уйăхӗнче, пӗтӗмӗшле халăх шучӗ вара 2021 çул вӗçӗнче паллă пулаççӗ.

Октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен çӗршывра иртекен Пӗтӗм Раççей халăх çыравӗнче Росстата пулăшма кăмăл пуррисем сентябрӗн 30-мӗшӗччен заявка памалла. Волонтер корпусне Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан 16-ран пуçласа 50 çула çитичченхи 25 пин çынна илеççӗ.

Волонтерсем граждансен çыравпа çыхăннă ыйтăвӗсене хуравлаççӗ, çырав участокӗнчи е МФЦри мероприятие мӗнле хутшăнмаллине, Патшалăх услугисен порталӗнче электронлă çырав хучӗсене мӗнле тултармаллине ăнлантараççӗ. Волонтер корпусӗн представителӗсем çырав умӗн ятарлă вӗренӳ те иртеççӗ. Ӗç вăхăтӗнче вӗсене ятарлă тумпа тата апатпа тивӗçтереççӗ.
Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм халăх çыравӗ Раççейре 2020 çулхине октябрӗн 1-30-мӗшӗсенче иртмеллеччӗ, анчах пандемие пула кăçала куçарма тивнӗ.
Çыравăн тӗп тапхăрӗ октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен (çитме йывăр вырăнсенче декабрӗн 20-мӗшӗчченех) иртет. Октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен граждансем Патшалăх услугисен порталӗнче электронлă çырав хутне хăйсем тӗллӗн тултарма пултараççӗ. Кăçалхи çыравăн çӗнӗлӗхӗ ку.
Пӗтӗм Раççей халăх çыравӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсем 2022 çулхи апрель уйăхӗнче, пӗтӗмӗшле халăх шучӗ вара 2021 çул вӗçӗнче паллă пулаççӗ. Тăвансем, чăвашсем, хăвăр хăш халăх çынни пулнине кăтартма ан манăр!
Хамăр корр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана перепись населения