Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсем тырпул пухса кӗртсен ӗлӗкрен Кӗр сăри ирттернӗ

​​​​​​​Паян та авалхи йăлана манасшăн мар. Тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи чăваш культура çурчӗсен ӗçченӗсем ăна раштав уйăхӗн 3-мӗшӗнче ирттернӗ.

Паллă ӗнтӗ, ку чухне районти Культура çуртне чăваш культурине хаклакан мӗн пур çынна йыхравлаççӗ. Хальхинче те çаплах. Аксури чи лайăх чăваш коллективӗсемпе пӗрле театрализациленӗ концерта Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗн артисчӗсем те хутшăнчӗç.

Театрализациленӗ уяв сценарийӗ те хăйне евӗр. Кил хуçи малтан Кӗр сăрине уявласшăн пулман, анчах та ăслă арăмӗ йăласене пăсма юрамасть тесе упăшкине ӳкӗте кӗртет. Ваттисем хушса хăварнă авалхи пурнăç йӗркинчен тухмасан, йăласене хакласан, çутçанталăк этеме ырăпа тавăрать. Çапла пулса тухнă та. Турри мăнук парнеленӗ, пăянамăшӗ укçа-тенкӗпе пулăшнă, çӗнӗ машина туямалăх та çитнӗ.

Хӗле кӗнӗ пулсан та, хаваслă юрăсем, илӗртӳллӗ ташăсем, янравлă купăс сасси – кӗрхи уяв туйăмне кашни чӗрене илсе çитренӗ. Ахальтен мар, концерта курма килекенсем юлашкинчен тăрса алă çупнă.

Кӗрхи уявăн сценарисчӗ М.А.Царегородцева, режиссерӗ Н.В.Егорова.

«ЦКС» РДК муниципаллă бюджет культура учрежденийӗн директорӗ О.В. Копанева районти «Кӗр сăри» гастрономи видеоконкурсӗн çӗнтерӳçисене, çӗнӗ сăра конкурсӗнче çӗнтерекенсене, районти чăваш юрри «Кӗмӗл çăл» ансамбле парнесем панă.  

Надежда Мишина

Автор сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев