Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсемшӗн паллă вырăнсене туристсемшӗн кăсăклă тăвасчӗ

Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗсен ертӳçисем регионсем хушшинчи семинар-канашлăва хутшăнчӗç

Шалти туризма аталантарассине халалланă пуху иртнӗ эрне вӗçӗнче Пушкăртстанри Пелепей районӗнче иртрӗ. Делегацисене Пелепей районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Владимир Яковлев тата «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов кӗтсе илчӗç. Енсем регионсем хушшинче этнотуризм маршручӗсене йӗркелесси пирки канашларӗç, патшалăх тытса тăракан литературăпа таврапӗлӳ музейӗсен хăватне анлăрах сарассине сӳтсе яврӗç. Семинарăн парктика пайӗнче унта хутшăнакансем Слакпуçри музей комплексӗнче пулса курчӗç. К.В.Ивановпа Я.Г.Ухсай музейӗсенче йӗркеленӗ экспозицисемпе, экскурси ӗçӗпе тӗплӗн паллашрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев