Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсемсӗр пӗр конкурс та ирменччӗ-ха

Республикăри чи чаплă фестивальсенчен пӗри – «Наш дом – Татарстан» пӗр çул та чăваш ансамблӗсем хутшăнмасăр иртмен. Кăçалхи гала-концертăн программине та пирӗннисем кӗрессе иккӗленместпӗр.

Республикăра «Наш дом – Татарстан» фестивале заявкăсем йышăнасси октябрӗн 23-мӗшӗнче вӗçленнӗ. Коронавируса пула чарусем пулнипе суйлав тапхăрӗ онлайн форматпа иртнӗ. Йӗркелӳ комитетӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, чăваш фольклор ансамблӗсем, юрă ташă ушкăнӗсем тата уйрăм солистсем те хăйсен номерӗсемпе видеосем ярса панă.

Кăçалхи фестиваль икӗ тапхăрпа пулать: 1-мӗшӗ (суйлав) октябрӗн 14-23-мӗшӗсенче пулчӗ; 2-мӗшӗ – гала-концерт 2020 çулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче пулать.

Фестиваль вокал, хореографи (халăх ташши енӗпе), «илемлӗ сăмах» (проза, поэзи, литературăпа музыка композицийӗ), инструменталлă музыка, «Казачий круг» казаксен чи лайăх коллективӗ номинацисемпе иртет. Гала-концерт яланхи пекех М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх академилле оперăпа балет театрӗнче пулӗ.  

Сăнӳкерчӗк chv.addnt.ru сайтран

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев