Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен «Билл Гейтсне» республика ертӳçи чысланă

Чăваш Халăх сайтӗнче тата социаллă сетьсенче çак пултаруллă çынна Аçтахар ятпа пӗлеççӗ.

 Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Николай Плотникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хучӗпе чысланӑ.

Аҫтахар Плотниковӑн чӑваш халӑхӗшӗн туса ирттерекен капашсӑр пӗлтерӗшлӗ те ырми-канми ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пурте пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Пӗр пуслӑх ӗҫе хӑшӗсем пек ҫӗр тенкӗлле сутакан ҫын мар вӑл. Апла пулин те унӑн кулленхи тӑрӑшулӑхне асӑрхакансем те пур.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ.

Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.

Сӑмах май каласан, хастар чӑваш арӗ Тимӗр Тяпкин Аҫтахара «чӑвашсен Билл Гейтсӗ вӑл» тесе хаклать.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Николай Плотниковӑн тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе палӑртмалла тесе ҫӳллӗ шайра сӑмах хускатакансем те пулнӑ.

Таисия Ташней

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев