Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен Уявне тутар энциклопедине кӗртнӗ

Кӗнекесем иккӗшӗ те вырăсла, тутарла кăларма укçа çитмен теççӗ ăсчахсем

Тутар энциклопедийӗн институтӗнче ӗçлекенсем ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалласа кӗларнă кӗнекесем çинчен «Татмедиа» агентствинче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

«Тутарстана 100 çул» ятлă иллюстрациленӗ энциклопеди очеркӗсен кӗнеки республикăн обществопа политика, экономика, культура, социаллă пурнăçне тӗкӗрлет. Очерксенче Тутарстан историйӗн паллă тапхăрӗсем çинчен çырнă, унăн патшалăх йӗркеленӗвне, промышленность çӗкленӗвне, ял хуçалăх, наука, вӗрентӳ, культура, масăллă хыпар хатӗрӗсен, сывлăх сыхлав, спорт аталанăвне сăнланă. Тутарстанăн этнокультура аталанăвӗ кӗнекере пысăк вырăн йышăнать. Вулакан республикăра пурăнакан халăхсемпе, вӗсен тӗнӗсемпе, уявӗсемпе паллашма пултарать. Кунта ыттисемпе пӗрле чăвашсен Уявӗ çинчен самаях çырнă.

Энциклопеди институчӗ кăларнă тепӗр кӗнеке «Тутарстанăн патшалăх влаçӗн тата управленийӗн тӗп органӗсем» кӗнекере республикăра 1920 çултан пуçласа власть органӗсем еплерех йӗркеленни çинчен тӗплӗн çырса кăтартнă. Конституци пӗлтерӗшӗллӗ чи малтанхи актсем, йышăнусем, Ленин алă пусса çирӗплетнӗ хутсем. Çавăн пекех кӗнекере республика ертӳлӗхӗнче тӗрлӗ вăхăтра ӗçленӗ çынсем çинчен çырнă. Ӗлӗкхипе пӗрле власть органӗсен паянхи функцийӗ те кӗнекере пысăк вырăн йышăнать.

Çак кăларăмсене таврапӗлӳçӗсем, историпе кăсăкланакансем алăпах туртса илесси паллă. Шел пулин те кӗнекесен тиражӗсем 1000-шер экземпляр кăна.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев