Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсене савăнтарас килет

Юрăç карьери пуян географиллӗ, нумай çӗрте пулнă вăл

Чăваш халăх артисткине Людмила Семеновăна Самар облаçӗнче те, Пушкăртстанра та кӗтеççӗ. Ку ытларикун Александр Сорокинпа тата Алина Михайловăпа пӗрле вăл Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалланă концерта хутшăнчӗ.
Юрăç карьери пуян географиллӗ, нумай çӗрте пулнă вăл. «Тӗлӗнмелле, анчах та чăвашсем пур çӗрте те пур. Пырса калаçаççӗ, чăваш чӗлхишӗн тунсăхланине пӗлтереççӗ. Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакансен чӗринче чăвашлăх ытларах çунни курăнать. Пирӗн пултарулăха хисеплесе йышăнаççӗ, кăмăллаççӗ. Çавăнпах пирӗн йăхташсене пур çӗре те çитсе савăнтарас килет. Концертсем кашни кун тенӗ пекех. Мартăн 8-мӗшне кăна хамăн çемьепе пӗрле ирттерме май пур», – тет Людмила.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев