Сувар

Чи интересли концерт хыҫҫӑн пуҫланчӗ

Чӑвашлӑх ҫӑлкуҫӗ ниҫта та мар, Чӗмпӗрте тапса тӑрать

Чӗмпӗр чӑвашӗсем влаҫа ҫывӑх тӑнине пӗлеттӗмӗрччӗ, анчах "Канаш" хаҫатпа "Еткер" телепередача 30 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ банкета облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ хӑй килессе шанманччӗ.

Олег Морозов малтан хӑйӗн официаллӑ тивӗҫне пурнӑҫларӗ. Вӑл "Канаш" хаҫатӑн яваплӑ секретарьне Ирина Даниловӑна облаҫ правительствин Тав ҫырӑвне парса чысларӗ. Кӑларӑмсене ертсе пыракан Олегпа Елена Мустаевсене кӗпӗрнаттӑр хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗ. Унтан халӑхпа пӗрле кӗрекере савӑнчӗ. 

Интереслӗ самантсем тата та пулчӗҫ. Килӗнче пысӑк чӑваш музейӗ туса йӗркеленӗ Олег Мустаева тӑм чӳлмексем, тӗрленӗ япаласем парнелерӗҫ. Ҫӗпрел чӑвашӗсен делегацийӗ ӑна казаксен буркипе папахине парнелерӗ. Ҫак япаласене ҫине тӑхӑнтартсан Ульяновскри ЧНКА ертӳҫи легендарлӑ комдив евӗрех пулса тӑчӗ. Чӗмпӗрсем ялан атакӑра! 

Реклама

Шел, ура суранӗсем ӑна хальхи вӑхӑтра лаша ҫине утланса ҫӳреме чӑрмантараҫҫӗ. Пысӑк уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра аманни иртсе пӗтмен, сцена ҫине те Мустаевӑн каклишкесем ҫине таянса тухма тиврӗ. Ним те тӑваймастӑн, тӑтӑшах эфтра тухакан ҫыннӑн чирлӗ пулсан та ӗҫлемеллех.

Эпир халӑха аталанма вӑй парса тӑракан вырӑнсене шав тӗрӗслесе тӑратпӑр: Слакпуҫӗнче-и, Касаккассинче-и, Сиктӗрмере-и, Пӳркелӗнче-и чӑвашсене хӑват паракан тӗлсем? Ӑҫтан эпир хавхалану илеетпӗр? Паянхи кун Чӑвашлӑх ҫӑлкуҫӗ ниҫта та мар, Чӗмпӗрте тапса тӑрать. Кунта иккӗленме май килмест, ҫакна ӗҫсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Олег Мустаев ертсе пыракан автономин стратегийӗ хальлӗхе пуринчен те ирттерет.  

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: