Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧИ КИРЛИ – ХАЙЛАВӖ ПУЛТĂР

Ака уйăхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче чăваш çыравçисемпе критикӗсем, литература тӗпчевçисем хальхи чăваш прозин хăйне евӗрлӗхне пăхса тухрӗç, актуаллă темăсене тата ыйтусене сӳтсе яврӗç. «Хальхи чăваш прози: паянхи сăн-сăпачӗ тата аталанăвӗ» пулчӗ çавра сӗтел теми. Тӗлпулăва Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркелерӗ. Калаçу хӗрӳ иртрӗ, çыравçăсен те, литературăна тӗпчекенсен те каламалли чылай пулчӗ.

– Паянхи прозаика пурнăç питӗ нумай материал парса тăрать, –  терӗ чăваш халăх çыравçи Анатолий Кибеч. – Хальхи вулакана хăйӗн чун çимӗçӗ кирлӗ.  Çыравçăн литературăна паянхи пурнăçа ăнланса, пӗлӗвне ӳстерсе, тавракурăма анлăлатса кӗрсе каяс пулать. Чи малтанах хальхи вăхăтпа килӗшӳллӗн çырасси пирки сăмах пулмалла. 

Николай Осипов критик тата литература тӗпчевçи документлă тата историллӗ хайлавсене шăрçалама лариччен автор архивсенче документсемпе тӗплӗ паллашсан, кирлӗ материала пухсан хайлав тата ӗнентерӳллӗрех пулассине асăрхаттарчӗ – унсăрăн фактсене пăсни вăй илме пултарать.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ӗçченӗ, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова хальхи прозăна тӗплӗ тишкерет. Çавна май каласа памалли те чылай унăн. Тӗлпулура малтанах вăл паянхи прозăн шайӗ чакнине пӗлтерчӗ, сăнарлăх, сипетлӗх, символлăх çуккине, унта журналистика чӗлхи аталаннине палăртрӗ – автор тăтăшах глаголсемпе усă курать.

– Паянхи проза кӗскелсе пырать, калавра е повеçре, сăмахран, тӗп сăнарăн пӗтӗм пурнăçне кăтартса пама тăрăшни сисӗнет. Çав вăхăтрах хальхи прозăн ырă енӗсем те çук мар. Чăваш романӗ хăйӗн вырăнне çухатман – çакă пӗлтерӗшлӗ. Çамрăк авторсем – Ольга Васильева, Николай Андреев, Ольга Австрийская – чи кирлине ăша хывса хайлавӗсене кӗртрӗç, – тесе каларӗ вăл.

Çамрăк авторсене Лидия Филиппова çыравçă тата журналист та тимлӗх уйăрчӗ. Чăваш литературин пуласлăхӗ тесе шанчăк паракан çамрăксем пуррине палăртрӗ вăл. Çакна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки ирттерекен «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсӗ те кăтартса парать.

– Проза хайлавӗсем аван, сюжета лайăх тытса пыраççӗ, вӗсемпе ӗçлемелле пирӗн, куçран вӗçертмелле мар, – терӗ Лидия Ивановна. Çамрăк авторсен хушшинче Олеся Михайловăна, Екатерина Кошелевăна палăртрӗ.

– Хальхи проза аталантăр тесен пур çыравçăн та çанă тавăрса ӗçлемелле. Кирек мӗнле тема суйласа илччӗр, çыравçă чылай чухне мӗн патне чун выртать, çавăн çинчен çырать. Чи кирли – хайлавсем пулччăр. Чăваш литературине тӗрлӗ произведени кирлӗ, кăмăла каяканнине вулакан хăйех суйласа илӗ, – çапларах пӗтӗмлетрӗ калаçăва Улькка Эльмен прозаик, Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн ертӳçи.

(Дарья МОРОЗОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература