Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи лайӑх проектсене федераллӑ укҫасемпе тӗрев парӗҫ

Форума ҫӗршыври 18 регионтан 150 делегат хутшӑнать, ҫав шутра Тутарстанран 13 ҫамрӑк

Тутарстанӑн тӗп хулинче "Тӗрӗксен ылтӑнӗ" ҫамрӑксен V форумӗ сентябрӗн 20-мӗшӗччен иртет.
Вӑл сентябрӗн 16-мӗшӗнче тапраннӑ. Тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен проекчӗсене аталанма пулӑшасси, патшалӑх ҫамрӑксен тата наци политикипе ӗҫлекен ҫамрӑксене хатӗрлесси – форумӑн тӗп тӗллевӗ.
Форум пынӑ хушӑра тӗрлӗ направленипе вӗрентӳ лекторийӗсем, мастер-классем, тренингсем иртеҫҫӗ.
Форума хутшӑнакансем валли тутар халӑхӗн "Сабантуй" уявне ирттерӗҫ тата тутар халӑх апат-ҫимӗҫне хатӗрлессипе мастер-классем.
Эксперт комиссийӗсем умӗнче ҫамрӑксем хӑйсен проекчӗсемпе программисене хӳтӗлӗҫ. Чи ӑнӑҫлисене Национальноҫсен ӗҫӗпе федераллӑ агентство тӗрев парса Раҫҫей регионӗсенче усӑ курма сӗнет.
Форума ҫӗршыври 18 регионтан 150 делегат хутшӑнать, ҫав шутра Тутарстанран 13 ҫамрӑк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев