Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи малтан тырӑ вырса пӗтернӗ районӑн ячӗ паллӑ

Ҫӗр ӗҫченӗсен вашаватлӑхӗ ҫине комбайнсем ӑшӑ гаражсенче хӗл каҫни те витӗм кӳрет пулмалла

 Заински районӗ Тутарстанра пӗрремӗш тырӑ вырса пӗтернӗ.

 Район аграрийӗсем 33 пин ытла гектар хир ҫинчен 63,6 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫ – пӗр гектартан 19,3 центнер.

"Эпе утмӑлта, анчах та кун пек уборкӑна пӗрремӗш хут куратӑп. Вырмана июлӗн 8-мӗшӗнче пуҫласа августӑн 9-мӗшӗнче вӗҫлерӗмӗр. Иртнӗ ҫул 192 пин тонна тырӑ пухса илнӗччӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, кӑҫал та пучахра пӗрчӗсем сахал мар, анчах та вӗсем пӗчӗк те ҫӳхе. Ҫавӑнпа виҫи те урӑхла пулать",– тесе пӗлтернӗ журналистсене Заински районӗнчи ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Фаргат Камалиев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев