Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чи малтан хумханӑва ҫӗнтермелле

Пирӗн ҫӗнтерӳре – йӗркелекенсен тивӗҫӗ те пур, вӗсем пире хатӗрлерӗҫ, сцена ҫинче тӗрӗс утма вӗрентрӗҫ

   Республикӑри тӗп пикесем "Мисс Татарстан" конкурсра ҫӗнтернин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ

"Мисс Татарстан" конкурсра ҫӗнтерес тесен, хумханӑва ҫӗнтермелле тата хутшӑннипе кӑмӑллӑ пулмалла. Ҫак шухӑша "Татар-информ" агентствора иртнӗ пресс-конференцире "Мисс Татарстан-2021" титула ҫӗнсе илнӗ 

Дина Юнусова тата «Мисс Казань-2021» Ляйсан Тагирова каланӑ. 

"Ҫӗнтерме мана шалти туйӑм пуринчен те ытларах пулӑшрӗ-тӗр. Манӑн ҫӗнтерме тӗллев ҫукчӗ. Эпӗ конкурса хутшӑннинчен кӑмӑллӑ юласшӑнччӗ. Сцена ҫинче пулнипе килентӗм. Ҫавӑн пекех мана хамӑн харизмамта та, хпват та пулӑшрӗҫ пулӗ", – тесе палӑртнӑ Дина Юнусова.

 «Мисс Казань» титулӑн хуҫи Ляйсан Тагирова хушса каланӑ тӑрӑх, пӗлӳпе пӗрремӗш суйлав тапхӑрӗнченех пуҫланнӑ хатӗрленӳ те пысӑк вырӑн йышӑннӑ.

"Пирӗн ҫӗнтерӳре – йӗркелекенсен тивӗҫӗ те пур, вӗсем пире хатӗрлерӗҫ, сцена ҫинче тӗрӗс утма вӗрентрӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, пиреиэ хумханӑва ҫӗнтерме вӗрентрӗҫ. Ку ҫӑмӑл мар, ҫапах опытпа пӗрле килет», – тенӗ Тагирова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев