Чикӗ урлӑ каҫсанах коронавирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеттермелле
Ҫӗнӗ норма 2021 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнчен вӑя кӗрет
Прививка туман Раҫҫей гражданӗсем ҫӗршыва таврӑннӑ хыҫҫӑн тӑватӑ кун хушшинче ковид-тест парса унӑн результатне "Госуслуги" сайтри харпӑр кабинета вырнаҫтармалла.
Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн тӗп санитари врачӗн прикӑзӗнче каланӑ. Маларах ют ҫӗршывран Раҫҫее таврӑннӑ ҫынсем теста 3 кун хушшинче иртмеллеччӗ.
Ҫӗнӗ норма июлӗн 30-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев