Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чир коллективсенче сарӑлнине кӑтартусем ҫирӗплетеҫҫӗ

Общество вырӑнӗсенче пур ҫӗрте те маска тӑхӑнмаллине ҫирӗп пӑхӑнма хушаҫҫӗ

Тутарстанра паян Covid-19-па чирленисен шучӗ 47 ҫын. 7 ҫынна пульницана вырттарнӑ, 40-шӗ килӗсенче сипленеҫҫӗ. Ҫак ҫынсенчен 26-шӗ 30-тан пуҫласа 50 ҫула ҫити. Ку ӗҫлекен ҫынсем пулни коронавирус коллективсенче сарӑлнин тепӗр хут ҫирӗплетет.

Паян чирленисенчен 36-шӗ Хусантан, 3 ҫын Нурлатран. Ҫырчаллинче, Пӗкӗлмере, Пӑвара, Ешӗлварта, Камское Устьере, Кукморта, Лайӑшра, Пестрецынче – пӗрер ҫын.
Октябрӗн 28-мӗшӗ тӗлне коронавирус инфекцийӗ Тутарстанри 8282 ҫынна ернӗ, 7258 ҫын чиртен сывалнӑ. Ҫав шутра 162-ӗн ӗнер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев