Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чир ниҫта та кайман: коронавирус статистики паянхи куна

Республикӑра пурӗ 457 681 ҫын вакцинаци иртнӗ, вӗсенчен 345 182-шӗ иккӗмӗш прививка тутарнӑ.

Паян Тутарстанра Covid-19-па чирленӗ 31 ҫынна регистрациленӗ. Вӗсенчен пӗри – республикӑна ютран килнӗ, ыттисем хамӑр патра пурӑнакансем. 14 ҫынна госпитализациленӗ, 17-шӗ килӗсенче сипленеҫҫӗ.
Хусанта 14 ҫын, Ҫырчаллинче –5, Агрыз, Актаныш, Арск, Павлӑ, Елабуга, Пестрецы районӗсенче пӗрер, Лайӑш, Лениногорск, Тукай районӗсенче – икшер.
Коронавируспа чирлеме пуҫланнӑранпа Тутарстанра Covid-19-ӑн 22 131 тӗслӗхне регистрациленӗ. Унтанпа 19 642 ҫын сывалнӑ. Ҫав шутра икӗ ҫын иртнӗ талӑкра.
Республикӑра пурӗ 457 681 ҫын вакцинаци иртнӗ, вӗсенчен 345 182-шӗ иккӗмӗш прививка тутарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев